Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сан çыннусем çаксем, район:Ĕмĕр иртсен те ĕмĕт малаллах

 Ĕмĕт тени никамăн та каялла мар, малалла. Ĕмĕтленни вара нихăçан та ĕмĕре кĕскетмест. Патăрьелĕнче пурăнакан Ирина Ефимовна Спиридонова çитес çулхи апрель уйăхĕнче çĕр çул тултарать. Çак куна кĕтсе илмех ĕмĕтленет кинемей. Çĕр çинче пĕр ĕмĕр пурăнакан çыннăн пурнăç летопиçĕ, паллах, музее вырнаçтарма юрăхлă чи паха экспонат тесе калас килет. Темиçе вăрçă нушине, выçлăх çулсене, ытти йывăр вăхăтсене чăтăмлăн ирттерсе ярса паянхи кунччен сывлăхпа (çаплах калас килет) çỹрекен кинемей тăванĕсене савăнтарать, ыттисене тĕлĕнтерет пулĕ. Çулне кура мар вашават та вăр-вар вăл. Никам пулăшăвĕсĕрех улми-çырлине те пуçтарать, чăлхи-нускине те питĕрет, вăхăчĕ лăнчăрах чухне Турă кĕнекине вулать... Ĕçсĕр, хусканусăр, алă усса çеç ларма юратмасть Урине аппа. Çемьере хĕрĕпе кĕрỹшĕ, мăнукĕсем пуррине пăхмасăрах кашни кунах çапла хăйĕн валли чун йăпатмăш ĕç тупать.

Иртнĕ ĕмĕр чăнах та ирхи сывлăм пек кĕске туйăнать. Анчах кашни вăхăтăн йывăр вăл е çăмăл иртнĕ, хăйĕн илемĕ, илĕртỹлĕхĕ, асра юлмалли пур. Урине çамрăк чухнех хĕр тантăшĕсенчен хăюллăраххи, пултарулли пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ ăна кашнийĕнчех хисеплесе те шанса вăйă пуçлаттарнă.

_Чăн тỹпере çич çăлтăр,

Çиччĕшĕ те çут çăлтăр.

Пирĕн вăйăра çитмĕл хĕр,

Çитмĕлĕш те сарă хĕр.

Савни анать шыв хĕрне,

Сассипеле юрласа:

Сасси _ акăш сасси пек,

Пĕвĕ _ Атăл хăви пек,

_ тесе хăйĕн уçă сассипе

таврана янăратса ярсан, вăййа тухакансем пĕрин хыççăн тепри акăш евĕр карталанса тăнă. Темиçе вунă çул каяллахи вăхăтсене чиперех куç умне кăларса тăратать-ха ватă. Вăййа тухнă хĕр-тантăшсене те ятран пỹрне хуçсах шутлать. Вĕсем тахçанах леш тĕнчере канлĕх тупнă ĕнтĕ.

Ирина Ефимовна ĕмĕр тăрăшшĕпех колхозра ĕçленĕ. Пĕве кĕрсе хĕр пуличченех аслисемпе пĕрле тырă вырнă, авăн çапнă, кĕлте тунă, вăкăр кỹлсе тырă турттарнă. Аслă ывăлĕсем, Виталипе Петя, тĕрĕссипе хир сывлăшĕпех ỹснĕ. Е кỹмепе сĕтĕрнĕ е алăпах йăтнă вăл вĕсене. Мăнтарăнсем, хĕвелпе те пиçĕхнĕ, сивĕпе те ĕнтĕркенĕ пулĕ. Амăшĕн вĕсене çупăрласа, ачашласа ларма вăхăт та пулман.

Çемьере йыш тата ытларах хутшăнсан, Урине аппа хуçалăх ĕçĕсемсĕр пуçне колхозниксене хăйĕн килĕнчех яшка пĕçерсе парса тăнă. Пĕринчен тепри вакă пилĕк ачине пăхнă хушăрах çăкăрне те "Путь Ленина" хуçалăх ĕçченĕсем валли хăех хывса кăларнă. Ахальтен каламан ĕнтĕ ача-пăча çитĕнтернĕ чухне пĕр аллинче вут, тепĕр аллинче шыв тесе...

Çапла, пурнăç пурăнса ирттересси уй урлă каçасси çеç мар. Вăрăм ĕмĕрлĕ амăшĕн, асламăшĕн, кукамăшĕн сывлăхне паян ăмсанатпăр пулин те, ассăн сывласа аса илмелли самантсем унăн пайтах. Чи йывăррисенчен пĕрне вăл вăрçă пуçланнă çул тесе шутлать. Мăшăрне Аслă Аттелĕх вăрçине кайма ят тухнă. Амăшĕн хул пуççийĕ çине пилĕк чун татки юлнă. Зина хĕрĕ вара ашшĕне палласах та ĕлкĕреймен-тĕр, темиçе уйăхри ача çеç пулнă.

Нумаях та вăхăт иртмен, Василий Ивановича вăрçăран каялла киле янă. Сĕм суккăр пырса кĕнĕ вăл çемьене. Урине аппа ăна халăхра усă куракан меслетпе - лаша çăвĕпе сиплесех куракан тунă. Ун хыççăн Ваççа тете каллех çĕнĕрен вăрçа кайнă. Арçыннăн шăпи каллех синкерлĕ пулса тухнă. Унтан вăл сылтăм алăсăр таврăннă.

Вăрçă хыççăн çемьене тата икĕ чун хутшăннă. Пурте пĕрле чухне пысăках мар пỹртре вĕсем вĕлле хурчĕ пек сĕрленĕ, кăткă пекех хĕвĕшнĕ. Çапах та кашниех ашшĕ-амăшĕнчен тивĕçлĕ воспитани илнĕ. Ачисенчен виççĕшĕ аслă шкултан вĕренсе тухнă. Ыттисем те пурте ятарлă специальноçлă. Ку тĕлĕшпе Урине аппан паян савăнмалăх, мăнаçланмалăх сăлтавĕ пысăк. Çичĕ ачин 17 мăнук. Мăнукĕсен ачисем те çирĕме яхăн. Кашнинех вăл хăйĕн чĕрçи çинче утьăкка сиктернĕ. Чи кĕçĕнни _ Катюша _ мăн кукамăшне вырăсла та, чăвашла та калаçтарать. Лешĕ вара аптăраса тăмасть, кирек мĕнле чĕлхепе те мăнукĕсемпе лайăх хутшăнать. Юлашки вăхăтра кинемейĕн хăлхи ларнăран сасса хăпартарах çеç калаçмалла.

Телей тени ана палли мар, вăл никама та йăхран йăха куçмасть. Çапах та Патăрьелĕнче пурăнакан Ирина Ефимовна Спиридонова хăйне ăраскалсăр тесе шутламасть.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 августа 2006
00:00
Поделиться