Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патриотла воспитани: Икĕ çын икĕ шăпа

Иртнĕ эрнере тĕп хуламăрти "Çĕнтерỹ" Мемориал комплексĕ умĕнче республикăри вăрçă ветеранĕсен тата реабилитациленĕ граждансен пĕр ушкăнне "Ока" автомобиль парса чыс тунă. Пирĕн районтан ăна ултă çын илме тивĕç пулнă. Вĕсенчен пĕри - С.А.Поляков. Сергей Александровича 1942 çулхи майăн 5-мĕшĕнче çара кайма ят тухнă. II-мĕш Прибалтика фронтĕнчи 178-мĕш дивизире 95-мĕш стрелоксен полкĕнче пулнă. 1942 çулхи июньтен пуçласа 1943 çулхи октябрьччен БТР наводчикĕнче хăйĕн тивĕçне пурнăçланă.

Вăрçă пĕр йĕрсĕр иртмен уншăн. Салтак ураран тата пуçран икĕ хутчен аманнă. Госпитальте сипленсе тухнă хыççăн летчиксен Çар авиашкулне вĕренме янă. 1945 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче сывлăхне пула ăна киле кайма приказ çырнă.

Ветеранăн хисеплĕ те сумлă наградисем сахал мар. Вĕсем хушшинче Аслă аттелĕх вăрçин I тата II степеньлĕ орденсем те, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ те, нумай-нумай юбилейлă медальсем те пур.

Республика шайĕнче пысăк наградăна тивĕçнисенчен тепри - В.А.Положин. Владимир Александровичăн шăпи тата ăрасна. Мирлĕ тапхăртах "Паттăрлăхшăн" ордена тивĕçнĕ. Çамрăк-ха вăл, 28 çулта çеç. 1996 çулта Треньел каччине Раççей çарне тăма ят тухнă. Икĕ çул салтакра пулнă хыççăн çамрăк Çĕрпỹри сельхозтехникумра техник-механик специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн вара контрактпа Шупашкарти çар чаçне кайнă. 2000 çулхи ноябрьте Владимира Чечен Рсепубликине служба командировкине янă.

2001 çулхи майăн 17-мĕшĕнче хăйĕн служба ĕçне пурнăçланă чухне Гудермес хулинчен аякрах мар ăна йывăр амантнă. Çавăн хыççăн каярахпа урисене татмах тивнĕ. Çакнашкал пурнăç паттăрĕсене патшалăх манманни, пысăк тимлĕх уйăрни питĕ паха.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 августа 2006
00:00
Поделиться