Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Александр Соколов тĕнчипе паллă

Ачаллах инвалид пулнăскер шкул çулне çитиччен Аслă Арапуçĕнче аслашшĕ-асламăшĕсем патĕнче пурăннă. Пĕрле выляса ỹснĕ ун чухнехи ачасем Сашăна халĕ çапла аса илеççĕ: "Хăрах алли ĕçлемест, урине уксахлаччĕ, анчах чупма тытăнсан пуринчен хытă чупатчĕ". Ашшĕ-амăшсем Шупашкарта пурăннипе, ăна хулари инвалидсен интернатне вырнаçтараççĕ, унта спортпа туслашать. Пултаруллă тренерсем Сашăна тĕнче класлă спорт мастерне çити ỹстернĕ. Раççейре инвалидсем хушшинче мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура тăршшĕне сикессипе 1-мĕш вырăн, 800 метра чупассипе 2-мĕш вырăн йышăннă, тĕнче класлă спорт мастерĕ нормативне тултарнă. Районта пурĕ халĕ 12 çын спорт мастерĕн ятне илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 августа 2006
00:00
Поделиться