Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сан çыннусем çаксем, район: Ĕçĕпе хисепе тивĕçлĕ

Нăрваш Шăхаль ялĕнчи Александр Алексеевичпа Перасковья Павловна Шаймановсем колхозсем йĕркелеме пуçласанах унта кĕнĕ. Александр Алексеевич кĕске курслă шут ĕçне вĕрентекен шкулта пĕлỹ пухнă хыççăн "Восход" хуçалăхра, каярах Карл Маркс ячĕпе хисепленекеннинче тĕп бухгалтерта ĕçлерĕ. Вĕсем мăшăрĕпе 5 ывăл çуратса пăхса ỹстерчĕç. Ачисене пурне те ĕçчен те хастар пулма пĕчĕклех хăнăхтарчĕç. Шел, ватăсем халь пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Асли Николай Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнăскер, малаллахи пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарчĕ, каярах академи пĕтерсе полковника çити ỹсрĕ, ракета çарĕсенчи пысăк должноçсенче пулчĕ.

Геннадий ывăлĕ те ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетĕнче пĕлỹ пухнăскер, службăра тăнă чух çамрăкла çĕре кĕчĕ.

Ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ Петрпа Валерий вара ялта тĕпленчĕç, ят-сум çĕнсе илчĕç.

Паянхи статьяра эпĕ Алексей Александрович çинчен тĕплĕн çырса кăтартасшăн. Вăл çут тĕнчене 1939 çулта килнĕ. Çамрăклăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçипе ун хыççăнхи йывăр çулсенче иртнĕ. Крахмал пашалăвĕпе курăк яшкине те çиме лекнĕ. Шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ пулсан та ăна яла юлса колхоз ĕçне кỹлĕнме тивнĕ, фермăра скотникра ĕçленĕ. Çакăнтанах вăл Совет Çарне кайнă. Туркменинче службăра тăнă. 1961 çулта Алексей Чăваш ял хуçалăх институчĕн инженери факультетне вĕренме кĕнĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă, хушма стипенди илсе тăнă. Ленинла стипендине тивĕçнĕ. Пултарулăхне кура ăна диплом илсен ассистент пулса ĕçлеме хăварнă. Çакăнта Алексей Александрович икĕ çул вăй хунă. Студентсен юратнă вĕрентекенĕ пулнă. Çакна 40 çул иртсен пĕрле вĕреннĕ е вĕрентнĕ юлташĕсем тĕл пулăва чĕнни те çирĕплетет. Наукăпа тĕпчев ĕçĕсене явăçни ăна малалли тĕллеве пурнăçлама Мускав облаçĕнчи пахча çимĕç хуçалăхĕн тĕп институтне илсе çитерет. Кунта пирĕн ентеш йывăр ĕçсене механизацилессине тĕпрен кỹлĕнет, пахча çимĕç вăрлăхĕсене, калчасене акса туса илес, вĕсене пăхса ỹстерес, пуçтарса кĕртес енĕпе чылай ял хуçалăх машинисене ăсталассипе, туса кăларассипе çине тăрса вăй хурать. Кандидат диссертацине хỹтĕлесе çак ята тивĕçет. Пахча çимĕç туса илес технологин лаборатори ертỹçи таран ỹсет. Халĕ аслă наука сотрудникĕнче вăй хурать. Çак тапхăрта Алексей Александровичăн ĕç ушкăнĕ чылай çĕнĕ техника шутласа кăларса ĕçе кĕртнĕ, "СССР изобретателĕ" знака тивĕçнĕ. 40 ытла наука ĕçĕ пичетлесе кăларнă. Вăл изобретени енĕпе 15 ытла патент илнĕ. Унăн наукăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсем пичетре те чылай кун çути курнă. Раççей шайĕнчи пысăк хака тивĕçнĕ Алексей Александровичăн наградисем нумай. 67 çулта пулсан та хăй юратнă, чунтан парăннă ĕçе пăрахма шутламасть.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 августа 2006
00:00
Поделиться