Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Маттур, Коля!

 Н.Яганов çинчен çырма манăн Аслă Чементи вăтам шкулта сыв пуллашу каçĕнче шухăш çуралчĕ. Выпускниксенчен Коля чи нумай хисеп хучĕпе грамота илме тивĕç пулчĕ. Аттестат çинче пĕр "4" паллă çеç хăварма пултарчĕ вăл. Район олимпиадисенче нумай хутчен мала тухса шкул чысне хăпартрĕ. Уйрăмах экологи тата биологи предмечĕсемпе çитĕнỹсем савăнтараççĕ. Г.Мурзакаева вĕрентекен хатĕрленипе экологипе пĕлтĕр 1-мĕш, кăçал вара 2-мĕш вырăна тухрĕ. Республикăри олимпиадăра 4-мĕш вырăн йышăнчĕ. Биологипе те кăçалхи вĕренỹ çулĕнче Коля районта чи вăйли пулнине кăтартса пачĕ.

Унсăр пуçне математикăпа 2-мĕш, экономикăпа, химипе тата обществознанипе 3-мĕш пулчĕ. Районта иртекен "Наука. Творчество. Аталану" конференцие хастар хутшăнчĕ. Кăçал харăсах 3 секцинче хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Акăлчан чĕлхипе "Америкăн пурнăçĕ музыкăра" ĕçпе пĕрле вĕренекен Е.Башмаковăпа Коля 2-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ.

Март уйăхĕнче республикăра иртнĕ "Excelsior" конференцире "Экология, природопользование" секцирен 3-мĕш степеньлĕ дипломпа таврăнчĕ. "Ял хуçалăх çыравĕ-2006" сочиненисен конкурсне хутшăнса Кольăн ĕçне 2-мĕш вырăна хурса хакларĕç. "Русский медвежонок", "Кенгуру" конкурссенче те унăн балĕсем яланах чи нумаййи. Коля обществăлла ĕçре те, спортра та хастар пулнине кăтартрĕ 11 çул хушшинче. Шашкăлла выляса, йĕлтĕрпе эстафетăра чупса 1-мĕш, "Ученик года-2006" конкурсра 2-мĕш тухрĕ.

Пушă вăхăт сахал пулин те, шкулти "Ассорти" ташă кружокне çỹреме вăхăт тупрĕ, районта иртнĕ тĕрлĕ конкурссенче, ялти концертсенче илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕ.

Ĕçре те маттур Коля. Килте ашшĕпе-амăшне, шăллĕне урокĕсене тума яланах пулăшса пырать. Халĕ Коля аслă вĕренỹ заведенине кĕме хатĕрленет.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 августа 2006
00:00
Поделиться