Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çиес апат, ĕçес шыв пахалăхлă пулччăрах

 Санитари тата эпидемие хирĕç кĕрешекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕнче шăпах çулталăк каялла пăхса тухнă ыйтăва çĕнĕрен çĕклесе мĕнле улшăнусем тунине тишкерчĕç. Комисси членĕсене тата унăн ĕçне хутшăнакансене районти "Юхма" пасарта тата вырăнсенче ирĕклĕ суту-илỹ тăвакансем санитари законодательствине мĕнле пурнăçласа пыни интереслентерчĕ.Санитари тата эпидемие хирĕç кĕрешекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕнче шăпах çулталăк каялла пăхса тухнă ыйтăва çĕнĕрен çĕклесе мĕнле улшăнусем тунине тишкерчĕç. Комисси членĕсене тата унăн ĕçне хутшăнакансене районти "Юхма" пасарта тата вырăнсенче ирĕклĕ суту-илỹ тăвакансем санитари законодательствине мĕнле пурнăçласа пыни интереслентерчĕ.

Пасар ертỹçисем çак хушăра апат-çимĕç йышăнмалли, хумалли, упрамалли условисем туса парас ĕçре кирлĕ мерăсемех йышăнайман. Суту-илỹ залĕ хĕлле хутăнмасть, çуллахи шăрăхра пăчă. Шыв çук, канализаци ĕçлемест. Сĕтелсене, тарасасене санитари енчен тирпейлĕ тытса тăма условисем çитмеççĕ. Аш-какайпа, пахча çимĕçпе пĕрлех тăварланă е тĕтĕмленĕ пулă сутаççĕ. Эрнекунпа ытларикун 200-250 предпринимательтен кая мар суту-илĕве хутшăнать. Вĕсенчен вун иккĕшĕ апат- çимĕç сĕнеççĕ. Зала алă çума икĕ умывальник вырнаçтарнă. Виçĕ предпринимателĕн çеç сивĕтекен витрина пур. Юрать халиччен кĕтмен инкек-синкекĕ пулмарĕ. Çанталăк 30-35 градус ăшă тăнă вăхăтра пĕçернĕ кăлпасси е шăнтнă пулă ирĕлетех. 3-4 сехет сĕтел çинче выртаççĕ. Сутăнса пĕтейменни каялла холодильнике хурăнать. Икĕ-виçĕ хут ăшăнса шăнтасси пулать тавара. Кун пек чухне пахалăхĕ упранаять-и-ха? Паллах çук. Халăх вара туянать. Уншăн кăштах хакĕ çеç йỹнерех пултăр. Сăкăтри, Турханти, Первомайскинчи, Нăрваш Шăхалĕнчи пасарсем пирки те çакнах каламалла. Апат-çимĕçпе сутă тумалли условисем тивĕçтермеççех вĕсенче. Вырăнсенче çул хĕрринче сутă тунăран иртсе каякан автомашинăсен тусанĕ, тĕтĕмĕ çимĕç çинех ларать тата ытти те. Хамăр сывлăхшăн хамăр тăрăшса санитари законодательствипе килĕшỹллĕн йĕрке тумалли вăхăт çитнине тепĕр хут çирĕплетрĕ Чăваш Республикинчи Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи патшалăх санитари врачĕн çумĕ Н.Сергеева.

Паха шыв пирки те сахал мар калаçатпăр. Ку енĕпе Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе Чăваш Республикин саккунĕ те пур. Вĕсене пурнăçласси мĕнле пыни интереслентерчĕ комисси членĕсене. Çавăнпа лару кун йĕркинче çак ыйтăва та çĕклерĕ. Кзыл Чишмара, Татмăшра, Патăрьелĕнче, Ыхра Çырминче шыв пăрăхсем тăрăх пырать. Анчах нихăшĕн те техника эксплуатацийĕн правилисене ти-вĕçтермест. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем водопровод сооруженийĕсене пăхса тăмашкăн кадрсем хатĕрлес ыйтăва татса паман. Çулталăка икĕ хутчен пăрăхсене профилактика тăвассине, юсассине йĕркелемен.

Лару сỹтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ решени йышăнчĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртессине сăнаса тăрассине комисси председателĕ, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов хăй çине илчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 августа 2006
00:00
Поделиться