Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕр ыйтăвĕ _ кун йĕркинче

 Çĕр ыйтăвĕ яланах кăткăс пулнă. Вăл халĕ те ансат мар. Пирĕн çĕр -шывра 15 çул каялла халăха çĕрпе усă курма пулăшас тĕллевпе пысăк ĕçсем пуçланнă. Раççей Президенчĕ 1991 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕнче çĕр реформипе васкавлă тумалли ĕçсем" çинчен указ кăларнă. Тепĕр ик кунранах Раççей правительстви "Колхоз-совхоз тытăмне çĕнетмелли йĕрке çинчен" йышăну тунă.

Çак документсене тĕпе хурса пирĕн районта хăш хуçалăхсене йĕркелес пирки список тунă. Унта виçĕ хуçалăха _ Патăрьелĕнчи професси училищин вĕренỹ хуçалăхне, улма-çырла питомникне тата хуçалăхсем хушшинчи "Южное" сысна комплексне _ кĕртмен. Вĕсен çĕрĕсене валеçме юрамасть.

Патшалăх пайĕнчи асăннă документсем тăрăх халăха та çĕр пайĕ пама тытăннă. Çынсем унпа пĕрле харпăрлăхра усă курма право паракан свидетельство та илнĕ. Патăрьел районĕнче 1994-1996 çулсенче 22204 çемьене панă. Хăш-пĕр ватăрах çынсем çеç ăна илме килĕшмен.

Çав свидетельствăсене панăранпа вăхăт чылаях иртнĕ. Вăл тапхăрта улшăнусем те пайтах пур. Çавăнпа та патшалăх районти çĕрсене тепĕр хут инвентаризацилесе тухма, харпăрлăха куçнă пайсен хуçисене çĕнĕрен палăртма шутлать. Унтан çĕнĕ йышши документ çырса параççĕ. Кун пирки 2003 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче йышăннă. "Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх çĕрĕсен çаврăнăшĕ çинчен" çĕнĕ саккун пур. Унăн 16-мĕш статйипе килĕшỹллĕн, вăл вăя кĕнĕ кунтан пуçласа тăватă çулта е çитес çулăн январĕн 27-мĕшĕччен ылмаштарса пĕтермелле. Çак тапхăр иртсен çĕр пайĕ патшалăх фондне куçма пултарать.

Унччен панă свидетельствăра çĕр пайĕ ăçтарах вырнаçнине кăтартман. Малашне çак ыйтăва та йĕркелесе ямалла. Харпăр хăй çĕр пайĕн чиккине палăртнăшăн 1,5-2 пин тенкĕ тỹлеме тивет. Ку енĕпе пирĕн районта патшалăх тытăмне кĕмесĕр ĕçлекен пĕр çын пур. Çĕрсене инвентаризацилесе тухнă хыççăн районта хуçасăр çĕрсем те тупăннă. Вĕсем мĕн пур лаптăкăн 0,6 процентне йышăнаççĕ. Ку нумай чухне ашшĕ-амăшĕ ватăлса вилнисен ачисем çĕр пайĕсене еткерлĕхе илменнипе (12 процент таран) е çĕрпе тĕллевлĕ усă курманнипе (3 процент) пулать. Çĕр пайĕсен вилнĕ хуçисен ачисем çĕр ыйтмасан, вăл республика фондне е ял тăрăхне куçать.

Çĕрпе çыхăннă ыйтусемпе районти çĕр комитетне пымалла. Вăл ĕлĕкхи ял хуçалăх управленийĕн çуртĕнче вырнаçнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 августа 2006
00:00
Поделиться