Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Терт-нушине нумай тỹснĕ

 Çак кунсенче эпĕ Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ ĕçпе тыл ветеранĕпе Акулина Прохоровна Терентьева-Юрминăпа тĕл пултăм. Вăл 83-ре. Апла пулин те иртнĕ вăхăтсене лайăх ас тăвать. Хăйĕн çамрăклăхĕ, вăтам çулĕсем, нуши-терчĕ çинчен пĕр савăнса, пĕр хурланса аса илчĕ хĕрарăм.

Коллективлă хуçалăхсем йĕркеленсенех ĕçе хутшăнма тытăннă Кулюк аппа. Условисем çукран шкулта çичĕ çултан ытла вĕренеймен вăл. Хĕр çулне кĕрсе пынă вăхăтра Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланнă. Ялти мĕн пур йывăр ĕç ватăсемпе хĕр-арăмсем, ачасем çине тиеннĕ. Тыр-пул акса пуçтарса кĕртнисĕр пуçне çамрăксене патшалăх валли вăрман хатĕрлеме те янă. Кулюк аппа Киря, Улатăр вăрманĕсенче тертленнĕ, хỹтĕлев хуралтисем тума та хутшăннă.

1942 çулхи сивĕ хĕл уйрăмах асра юлнă. 1943 çулта хĕрĕн хастарлăхне, пĕлĕвне шута илсе хуçалăх склачĕн заведующине лартаççĕ. Кунта вăл вăрçă чарăнса арçынсем фронтран киличченех вăй хурать. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн ăна медальпе наградăланă.

Çĕнтерỹ хыççăн ял каччипех, Юрмин Андрейпа, çемье çавăрать. Анчах мăшăрлă пурнăç нумая тăсăлмасть. Упăшки Пушкăрт республикине ĕçлеме тухса каять те каялла таврăнмасть. Пĕр ачаллăскер тăван киле каялла килет. Йышлă çемьере пурăнма кансĕрленсе çитсен хăй йăва çавăрма шутлать. Тăванĕсем, уйрăмах йыснăшĕ, пулăшнипе пуралăх вăрман кăларать. Анчах хура чунлă çынсене пула унсăрах тăрса юлать. Пĕренесене арестлесе илсе тухса сутса яраççĕ. Çак кунсене Кулюк аппа куççуль витĕр аса илет. Пурпĕр çын мăшкăлĕ пулмасть, пỹрт лартма вăй çитеретех. Хĕрне те ура çине тăратать.

60-70-мĕш çулсенче бригадирта ĕçленĕрен, Кулюк аппан маттурлăхĕ пирки хамăн та пĕр-икĕ сăмах та пулин калас килет. Вăл тата унăн тантăшĕсем Анна Давыдова, Анна Максимова, Анастасия Архипова бригада тыррине йăлтах йывăç кĕреçепе авăсса пĕтеретчĕç. 1962 çулхи вырма çумăрлă пулчĕ. Йĕтемри тырă купарах шăтас хăрушлăх тухса тăчĕ. Хĕвелте михĕсем çине тултарса уçă вырăна кăларса салатса хуратпăр, каçа каялла кĕртетпĕр. Кулюк аппа пек хастарсем пуртан пурлăха пĕтме памарăмăр. Пĕр кун та ĕçрен юлман вĕсем.

Хĕрĕ, Нина та, амăшнех хыврĕ. Иккĕшĕ колхозра ĕçлесех чылай укçа-тенкĕ пуçтарчĕç вĕсем. Анчах укçа-тенкĕ реформи вăхăтĕнче усăсăр пĕтрĕ. Нинăн та мăшăрĕ енчен ăнмарĕ, амăшĕ пекех ачипе çеç тăрса юлчĕ. Кулюк аппапа иккĕшĕ Сергее лайăх пăхса ỹстерчĕç, вĕрентсе кăларчĕç, авлантарчĕç. Кинĕ те маттурри лекрĕ.

-Халĕ пурнăç аван, пенсине вăхăтра параççĕ, хам çеç ватăлса пыратăп, - терĕ Кулюк аппа сывпуллашнă май.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2006
00:00
Поделиться