Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район центрне çывăххисем хастар

 Раççейри агропромышленноç комплексне аталантарасси пирки йышăннă наци проекчĕ вăя кĕни çур çул çитрĕ. Уйрăм çынсем тата фермерсем ăна кăмăлласа йышăнчĕç. Çакă килти хуçалăхра выльăх- чĕрлĕхпе уй-хир продукчĕсем туса илес тĕллевпе банксенчен кивçен укçа илмелли йĕркепе анлăн усă курма тытăннинчен те курăнать. Патăрьел тăрăхĕнче, акă, çак вăхăт тĕлне 25 çын Россельхозбанкран тата Перекет банкĕнчен 57 миллион тенкĕ кредит илме кăмăл тунă. Вĕсенче тата 137 çыннăн хатĕр докуменчĕсем пур.

Пĕчĕк тишкерỹрен çакă та курăнать: кредитлă пулас текенсем район центрне çывăх ялсенче уйрăмах нумай. Акă, Патăрьел ял тăрăхĕнче 57 çемье çăмăллăхлă кивçен укçа илнĕ. Унпа юнашарти Шăнкăртам ял тăрăхĕнче-35 çемье, Тăрăн ял тăрăхĕнче-29 çемье, Сăкăт ял тăрăхĕнче-27 çемье. Тĕрĕссипе, вĕсенче- районăн çур лимичĕ. Çав вăхăтрах аякри ялсенче пурăнакансем пурте пекех "ыйхăра-ха". Акă Ишлĕпе Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсенче 3-4 çын çеç килти хуçалăха аталантарма шутлать. Аслă Чеменпе Шăхачра та, Алманчăра та çавăн чухлĕ кăна.

Ял халăхĕ кивçен илсе килти хуçалăхра выльăх- чĕрлĕх нумайрах ĕрчетме ăнтăлтăр, пахча- çимĕç акса туса илни усă кỹнине ăнланса ăна ăша хывтăр тесе ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем хăйсем тĕслĕх кăтартаççĕ.

Акă, вĕсенчен 13-шĕ (65 проценчĕ) 100 пинрен пуçласа 300 пин таранччен кредит илнĕ. Район пуçлăхĕ Николай Глухов хăй те 300 пин тенкĕ кредит илме документсем тăратнă.



"Хыпар"
06 июля 2006
00:00
Поделиться