Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Туçара – саккăрмĕш тĕслĕх библиотека

Юнкун, июнĕн 28-мĕшĕнче, Туçасемшĕн хăйне евĕр уяв пулчĕ. Ял, шкул историйĕн страницине тепĕр ырă та пархатарлă ĕç çырăнчĕ. Вĕрентÿ центрĕнче модельлĕ библиотека уçăлчĕ. Саккăрмĕш вăл районта шучĕпе. Унта район пуçлăхĕн пĕр-ремĕш çумĕ Р.Селиванов, республикăри наци библиотекин информаци пуçлăхĕ М.Добронравова, Патăрьелĕнчи тĕслĕх библиотека директорĕ Н.Исаева, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Перепелкин, ял тăрăх депутачĕсем, ĕç ветеранĕсем, ял çыннисемпе вĕренекенсем хутшăнчĕç.Тĕслĕх библиотека Туçари вĕрентÿ центрĕнче вырнаçнă. Ку ачасемшĕн те, аслăрах вулакансемшĕн те меллĕ. Фондра 11 пин ытла кĕнеке шутланать. Библиотекăна 600 çын çÿрет. Вĕсем çулталăка 13 пин ытла кĕнеке илеççĕ.
Хальхи пурнăç шайне тивĕçтерекен библиотекăна компьютер оборудованийĕ, тĕслĕ телевизор, видеомагнитофон, компакт- дисксен комплектне, 158 тĕрлĕ кĕнеке панă. Унсăр пуçне тĕслĕхлĕ библиотека уçнă çĕре килнĕ çынсем асăнмалăх парнесем, килтен илсе килнĕ кĕнекесем парса саламларĕç. Ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Перепелкин библиотекăна уçма хастар хутшăннă çынсене Хисеп хучĕсемпе, тав çырăвĕсемпе наградăларĕ. Кунтах Туçа ял историйĕпе çыхăннă çĕнĕ фильмăн презентацине ирттерчĕç. Ăна Г.Мулюков краеведăн истори пĕлтерĕшлĕ материалĕсене тĕпе хурса ÿкернĕ.
Мероприятине хутшăнакансем шкул музейĕпе те паллашрĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июля 2006
00:00
Поделиться