Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Велоспортсменсем- Патăрьел тăрахĕнче

 Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти "Йĕпсем çинчи хĕвел шевли" велотуризм клуб членĕсем Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче пулнă. Мĕн хистенĕ-ха велоспортсменсене 300 ытла çухрăма парăнтарма. Педаль çавăрттарма юратакансем Тĕнче кубокĕн кĕмĕл призерĕн Ирина Калентьевăн тăван ялне, вăл вĕреннĕ шкула çитсе курма шут тытнă. Велочупăва хутшăнакансем шкул коллективĕпе, спорсменсемпе тĕл пулнă. Çавăн пекех Василий Велвокайăн "Вутра çуралнă юрату" кĕнекин презентацине хутшăннă. Велотуризм ертỹçи, В.Я. Платонов каланă тăрăх, Патăрьелсем хăнасене тарават кĕтсе илнĕ, ялти историллĕ вырăнсемпе хапăллăсах паллаштарнă.



"Хыпар"
21 июня 2006
00:00
Поделиться