Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чи лайăххисене палăртнă

 Патăрьелĕнче социаллă ĕçченсен хушшинче "Профессии тĕлĕшĕнчен чи лайăххи" ята çĕнсе илессипе республикăра йĕркеленĕ зонăри конкурс иртнĕ. Ăна республикăри сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Г.Степанов уçнă. Çавăн пекех пухăннисене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов саламланă. Конкурса пурĕ 10-районтан тата Улатăр хулинчен хутшăннă. Ăмăртăва килнисем теори пайне мĕнле пĕлнине, художествăлла пултарулăхне кăтартнă. Ĕçре йывăр, хирĕçỹллĕ лару- тăруран мĕнле тухнине каласа панă. Курма килекенсем те социаллă ĕçченсен пултарулăхне пăхса савăннă. Культура çуртĕнче, фойере "Пĕлетĕп, тăватăп, вĕренетĕп!..." тата "Тутлă историсем" куравсем ĕçленĕ. Конкурсра 1-мĕш вырăна- Комсомольски, 2-мĕшне-Улатăр, 3-мĕшне-Йĕпреç районĕнчи социаллă ĕçченсем çĕнсе илнĕ. Мала тухнисене парнесемпе хавхалантарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июня 2006
00:00
Поделиться