Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конкурса хутшăнмаллах

 Районта çỹлленех йышлă мероприяти иртет. "Çулталăкри çемье" конкурс та йăлана кĕрсе пырать. Унта мăшăрпа пурăнакан тĕрлĕ профессиллисем хутшăнаççĕ. Конкурс тĕллевĕ- обществăра çемье статусне ỹстересси, йăла- йĕркесене тытса пырасси, йăх тымарне сарасси, ачасене тивĕçлĕ воспитани панине çирĕплетесси, сывă пурнăç йĕркипе пурăннине кăтартасси.

Материалсене альбомсемпе, видеокассетăсемпе тăратма юрать. Вĕсене ял тăрăхĕсенчи обществăлла организацисем пăхса хак параççĕ, июлĕн 15-мĕшĕччен района çитереççĕ. Ĕçсене кунта комисси тишкерет, çулталăк çемйине палăртать. Çĕнтерỹçĕсене республикăри конкурса хутшăнмалла пулать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 мая 2006
00:00
Поделиться