Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхма енсем нимене хатĕр

 Чăваш халăх поэчĕ Геннадиă Айхи тăван ене килмессеренех хăй çуралса ỹснĕ Патăрьел районĕнчи Çĕньял çывăхĕнчи пысăках мар çырмана юхса тухакан, ĕмĕртенпе тапса тăракан тăрна куçĕ пек тăрă çăл умĕнче чарăнатчĕ, хĕрес хыватчĕ те унăн сиплĕ шывне ытараймасăр ĕçетчĕ. "Эпир ача- пăча чухнех çак çăл патне çỹренĕ, унăн сăваплă шывне ĕçсе вăй илнĕ,- тетчĕ тĕнчипе паллă çыравçă.- Эпĕ паянхи ăрăва та, малашнехисене те çăл куçа ĕмĕр- ĕмĕрех упрама ыйтатăп".

Юратнă çыннăмăр пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Апла пулин те Юхма енсем, унăн ентешĕсем, мĕн пур çăла, таса шыва куç шăрçи пек сыхлама тăрăшаççĕ. Акă Çĕнъялпа Нăрваш Шăхальсем йĕри таврара тупса палăртнă тата шута илнĕ вун пĕр çăла çут çанталăк палăкĕ тесе пĕлтернĕ. Вĕсене тата вĕсен таврашне яланах тирпейлесе тăраççĕ, илем кỹрекен йывăçсем чĕртнĕ, кашнин патнех, ывăннă хыççăн ларса канма, хитре саксем вырнаçтарнă. Çак ытарайми илеме темиçе çул каялла Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн членĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем курса савăннăччĕ, пурте Нăрваш Шăхальсен ырă тĕслĕхне асра тытма, пур пек çăла- шыва яланах тирпейлĕ те прекетлĕ тытма пулнăччĕ.

-Пирĕн юратнă ентешĕмĕр Геннадий Айхи республика Президенчĕ Николай Федоров халăха таса та сиплĕ шывпа тивĕçтерес енĕпе ятарлă программа палăртасса маларахрах курнăн туйăнать,- тет паян Патăрьел район пуçлăхĕ Н.Глухов.- Çавна май эпир, халиччен шута илнĕ тата халь тупакан çăл куçсене кăна мар, мĕн пур шыв ресурсĕсене упрас тĕлĕшпе хамăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех тăватпăр.

Тỹрех çакна палăртса хăварар-ха: Патăрьел тăрăхĕнче, ытти районсемпе танлаштарсан, халăх усă куракан шыв пахалăхĕ аван. Çапах та хăш-пĕр ялта, промышленноçпа ял хуçалăх предприятийĕсенче усă кураканнинче е нитрат, е ытти сиенлĕ хутăшсем нормăпа палăртнинчен ытларах тĕл пулаççĕ. Техĕмĕ енчен пĕтĕмпех тивĕçтермен çăл куçсем çук мар. Çакна тата "Паха шыв" программăна тĕпе хурса Патăрьелсем халăха таса шывпа тивĕçтермелли пысăк план туса хатĕрленĕ. Ăна пурнăçлакан тĕп подрядчик-"Спецстройкоммуникация" (ертỹçи В.Миронов) коллективĕ çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ.

Халĕ районта таса шыв ыйтăвне татса парас тĕллевпе пур çĕрте те хĕрỹ ĕç пырать. Тĕпрен илсен Федераци программипе тăвакан Хырла хранилищинчи шыва йышăнма хĕрсех хатĕрленеççĕ. Ку енĕпе Сăкăтра иртнĕ çул 2 миллион тенкĕллĕх ĕç тунă. Кăçал унти ĕçсене малалла тăсма тепĕр миллион çурă уйăрнă.

Патăрьелĕн кăнтăр- хĕвел тухăç енче вара кăçалах вăрман варринчи этем аллипе тăвакан тинĕсрен килекен пин- пин кубла метр шыва сиенлĕ япаласенчен тасатакан тата сиплĕх кỹрекен хăватлă насус станцине хута ярасшăн. Строительсемпе монтажниксем халĕ тĕллевлĕн ĕçлеççĕ.

Маларах çу завочĕ тума пуçăннă тасатакан комплекса халĕ муниципалитет хăй çине илнĕ. Ăна та кăçвалах хута яраççĕ. Вăл малтанхи проектпа пăхнинчен пысăкрах тата хăватлăрах пулмалла. -

Тĕпчевсем кăртартнă тăрăх, районти больница комплексĕпе ун таврашĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем усă куракан шыв пахалăхĕ япăхрах,- пĕлтерчĕ калаçăва малалла тăснă май Николай Иванович.ç- Çакна шута илсе ку микрорайона кăçалах таса шыв çитет, канализаци системи те тулли хăватпа ĕçлеме пуçлать. Район центрĕнчи ытти предприятисемпе пурăнакансем патне те çывăх вăхăтрах техĕмлĕ шыв пыма пуçлать.

Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхне кĕрекен Татмăшра стандарта пур енĕпе те тивĕçтерекен шывăн пысăк саппасĕ пуррине палăртнă. Унта кĕске вăхăтрах хăватлă насуссемпе скважина вырнаçтарнă. Халĕ ял халăхĕ тата кунти кооператив тутлă те техĕмлĕ шыва 27 колонкăран илсе тăраççĕ. Хăш- пĕр хуçăлăхра шыв килех кĕрет. Район пуçлăхĕсем халĕ Татмăшăн таса шывне Тĕреньел, Ыхра çырми тата Чăваш Ишекне илсе çитермелли меслетсене тишкереççĕ. Тĕп проектпа, шыва Шăнкăртам узелĕнчен илсе пыма пăхнă. Анчах Татмăш çăл куçĕнчен илес пулсан вăл чылаă йỹнĕрех ларать. Çитменнине, ĕçе хăвăртрах пурнăçлама пулать.

Район пуçлăхĕ çакна тỹрремĕнех палăртрĕ: таса шыв çитес виçĕ- тăватă çул хушшинче (программăпа 2010 çулччен) кашни ялпа хуçăлăха кăна мар, мĕн пур социаллă объектсене те çитет. Ку ĕçе пурнăçлама ял тăрăхĕсем çут çанталăк газĕ кĕртнĕ чухне хăйсене лайăх енчен кăтартнă подрядчиксене ытларах шанаççĕ.

-Паллах, çак питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ программăна халăх хăй хутшăнмасăр кĕске вăхăтра пурнăçлама йывăр,- палăртрĕ район пуçлăхĕ Н.Глухов.-Анчах эпир Юхма енсем кирек мĕнле ырă ĕçе те нимелле кар тăрса хутшăннине лайăх пĕлетпĕр. Апла пулсан, "Таса шыв" программа районта ăнăçлă пурнăçланасси пирки пĕр иккĕленỹ те çук.



"Хыпар"
11 мая 2006
00:00
Поделиться