Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ушкăнпа ĕç ăнать

"Батыревский" хуçалăхăн çĕрĕсем тỹрĕ вырăнта пулнăран çурхи кунсенче иртерех пиçсе çитеççĕ. Çавна май ака ĕçĕсене те ыттисенчен маларах пикенеççĕ. Кỹрхи культуăсене апатлантарнă, нумай çул ỹсекен курăксене сỹреленĕ хыççăн хуçалăх ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине кĕске вăхăтрах,- ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчех,- вĕçлерĕç.

-Çур акине тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр,-тет хуçалăх ертỹçи П.В.Ялуков.-Вăрлăх çителĕклĕ, техника пĕр тикĕс ĕçлет. Çанталăкĕ те пире пулăшать тейĕн. Хĕвеллĕ кунсен кашни минучĕпе туллин усă курса тăрăшатпăр.

Механизаторсем пурте тăрăшуллă пулнине палăртрĕ Петр Вальерьевич. Ĕç паттăрĕсене вара лайăх тỹленисĕр пуçне иккĕмĕш çур çула "Хыпар" хаçата çырăнса парассине пĕлтерчĕ.

Çапла, 1000 гектара яхăн хуçалăх ĕçченĕсем çĕр улми лартма хатĕрленеççĕ. Пурĕ 200 гектар çинче çитĕнтерме палăртнă иккĕмĕш çăкăра.

Ю.ФЮМоисеев, ЧР Патшалăх Канашне ку тăрăхран суйлăннăскер, районта çурхи ĕçсем мĕнле пынипе кăсăклансах тăрать. Маларах хăй ертсе пынă акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн çитĕнĕвĕсемпе уйрăмах кăмăллă вăл. "Чăннипех те çĕр ĕçне чунран парăннă çынсем ĕçлеççĕ кунта",- тет Юрий Федорович. Вăл та çур аки ĕçĕсене палăрнисене "Хыпарпа" унăн кăларăмĕсене çырăнса паратăпах терĕ.



"Хыпар"
04 мая 2006
00:00
Поделиться