Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Поздравление главы Батыревского района с Днем Победы

Хаклă ентешĕмĕрсем!

61 çул каялла Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕ. Вăл çĕршыв историйĕн чи хурлăхлă событийĕ пулса тăчĕ. Пирĕн аттесем, асаттесемпе мăн асаттесем, кукаçисемпе мăн кукаçисем патшалăх ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнипе пĕрлех пурте кĕтнĕ мире киле илсе килнĕ.

 Хаяр вăрçă çулĕсенче Патăрьел тăрăхĕн ывăлĕ- хĕрĕ пĕр çын пек пулса тăшмана хирĕç кĕрешĕве çĕкленнĕ, тăхăр пине яхăн салтак çапăçу хирне выртса юлнă. Çавăнпа Çĕнтерỹ уявне куçуăль кăлармасăр ниепле те паллă тума çук. Эпир хăрушă вăрçăран таврăнайман паттăрсене асăнатпăр, тăнăçлăхпа, мирлĕ пурнăçа сыхланă тата çĕнĕ ăрăва телей парнеленĕ ветерансен умĕнче пуç таятпăр.

Вăхăт чарăнмасăр малалла шăвать. Вăрçă çĕлĕсем те хыçа юлаççĕ. Анчах çĕршыв хỹтĕлевçисен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ пирĕн хальхи тата килес ăрусемшĕн яланах тивĕçлĕ тĕслĕх пулĕ. Пурне те Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 61 çул çитнĕ ятпа чун- чĕререн саламлатăп, ырлăх- сывлăх, телей сунатăп!

 

Район пуçлăхĕ Н.И.Глухов



04 мая 2006
00:00
Поделиться