Чăваш чĕлхин кунĕ
Йăлана кĕнĕ май, И.Я.Яковлев çуралнă куна, ака уйăхĕн 25-мĕшне, 1992 çултанпа Чăваш чĕлхин кунĕ тесе палăртма йышăннă. Юлашки çулсенче çак патшалăх уявĕ тĕлне библиотекăсенче, шкулсенче, чăваш чĕлхин кунне ирттересси анлан сарăлчĕ.
Çак мероприятисен тĕллевĕсем - ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлỹлĕхне ỹстерме пулăшасси. Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекинче те чăваш чĕлхин кунне паллă турăмăр. "Çут тĕнчепе пĕр тан тăван чĕлхемĕр" ятлă кĕнеке куравĕ хатĕрлерĕмĕр.
"Чăваш чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе" ятлă литература композицийĕ ирттертĕмĕр. Çак уява паллă тума шкул-интернатра вĕренекенсене йыхравларăмăр. Вĕсем хапăл тусах килĕшрĕç. Палăртнă вăхăтра ачасем вулав залне пуçтарăнчĕç. Уявра ачасем чăваш чĕлхине халалласа çырнă сăвăсем вуларĕç. И.Я.Яковлевăн "Ача-пăча калавĕсем" ятлă кĕнеки тăрăх ирттернĕ викторинăна активлă хутшăнчĕç. Уяв пурне те кăмăла кайрĕ.