Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çурхи ĕçсем пирки

 Район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынă.

 Иртнĕ эрнере Юхма тăрăхĕнче республикăри хула строительствин тата общество инфраструктурин аталанăвĕн министерствин автомобиль управленийĕн пуçлăхĕ В.Атрохов килнĕ. Валерий Александрович районти çулсене мĕнле тытса тăнипе паллашнă, ялсене каяканнисене çĕнетесси тата çĕнĕрен тăвасси пирки хускатнă. Çавăн пекех "АвтоВас" уçă акционер пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ В.Палеев та Патăрьелĕнче пулнă. Район центрĕнче автовокзала тĕплĕн юсаси çинчен калаçнă.

Налук службин сотрудникĕсем шалĕçпайĕпе пĕрлехи рейд çине- çинех ирттернĕ. Иртнĕ эрнере вĕсем пассажир турттаракансене тĕрĕсленĕ. 2006 çулта çынсене илсе çỹреме тендерпа виççĕн: "Батыревский пассажирский перевозчик" тулли мар яваплă общество, В.Шагуловпа А.Михайлов предпринимательсем, выласа илнĕ. Рейд вăхăтĕнче çак ĕçпе саккунсăр ĕçлекен виçĕ водителе тытнă.

Пĕлтĕр района симĕслетессипе тата хăтлăх кĕртессипе нумай тăрăшнă. Ку ыйтăва хĕрарăмсен совечĕн председателĕсемпе, ял тăрăх специалисчĕсемпе, хĕрарăм- депутатсемпе апрелĕн 7-мĕшĕнче пулнă канашлура та хускатнă.

Иртнĕ çул районти строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай ĕçченĕсем вăрлăх тата ытти материалсем туянас тĕлĕшпе Шупашкарти "Зеленстрой" тата Ботаника сачĕпе çыхăну йĕркеленĕ, 2006 çулта та вĕсемпех ĕçлесшĕн. Лартмалли материалсемпе улма- çырла питомникĕ тата вăрман хуçалăхĕ те тивĕçтерет.

Апрелĕн 6-мĕшĕнче республикăри çурхи шыв- шура йĕркеллĕ ирттерсе ярассипе штаб тернировки пулнă, унта пирĕн районтан та хутшăннă. Паяна Юхма тăрăхĕнче ку тĕлĕшпе авариллĕ лару- тăру тупса палăртман, автоçулсене тата гидротехника сооруженийĕсене контроллесе тăраççĕ. Пăлара шыв хăпарма пуçланă майăн, район пуçлăхĕ Н.Глухов çурхи шыв-шур ыйтăвĕпе кирлĕ йышăнусем тума хушнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 апреля 2006
00:00
Поделиться