Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наци проекчĕ пулăшнипе

Районта "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектне пурнăçа кĕртессишĕн ĕç ушкăнне туса хунине хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ. Проект Раççейĕпех вăй илмелле. Ăна ял хуçалăх предприятийĕсене, индивидуаллă сектора пулăшас тĕллевпе хатĕрленĕ.

Юлашки çулта çĕр- шывĕпех выльăх- чĕрлĕх шучĕ чакрĕ. Районта та çак ỹкерчĕкех: 7-8 çул каялла выльăх сассипе тулнă витесем пуш-пушă лараççĕ.Аш-какай, сĕт-çу туса илесси палăрмаллах пĕчĕкленчĕ. Лару- тăруран пулăшусăр тухма çукки паллăччĕ. Наци проекчĕ ĕçлеме тытăннă хыççăн районти хуçалăхсем те унпа усă курассишĕн вăй хума тытăнчĕç: ăратлă ĕне- выльăх тата сыснасем туянассишĕн заявкăсем панă. Ăратлă çамрăк ĕне- выльăх Ленин ячĕллĕ агрофирма-100, "Труд"-50, "Звезда"-25, "Сидели"-40, "Заря"-60, "Родник"-50, "Дуслык"-30, "Югель"-50, "Батыревский" 50 пуç илесшĕн. Сысна Ленин ячĕллĕ агрофирма-106, "Родина"-53, "Хастар"32 пуç туянасшăн. Паяна районĕпе ял хуçалăх предприятийĕсенче 38 пуç ăрталă сысна хутшăннă.

"Красное знамя", "Звезда" кооперативсем, Ленин ячĕллĕ агрофирма "Россельхозбанк" уçă акционерла обществăпа хăйсем те ăратлă выльăх сутни пирки килĕшỹ çырнă.

"Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектĕнче пĕчĕк формăллă хуçалăхсене, индивидуаллă сектора пулăшасси те пысăк вырăн йышăнать. Халĕ çак программăпа çăмăллатнă кредит 5 уйрăм хуçалăх миллион та 375 пин текнĕ илнĕ. Тата тепĕр улттăшĕ документсем хатĕрлесе пĕтернĕ. Вĕсем хушшинче ăратлă выльăх, выльăх апачĕ, элита вăрлăх, минераллă удобрени туянас, строительствăпа ĕçлес текенсем те пур.

Районта халĕ çине тăрсах выльăх- чĕрлĕх йышне упраса хăварассипе тăрăшаççĕ. Юлашки икĕ уйăхра ĕне- выльăх шутне чакарман. Белокпа, минералпа, витаминсемпе пуян хушма апат çитернĕрен "Труд" тата "Красное знамя" хуçалăхсенче сыснасен талăкри ỹт хушаслăхĕ 630-650 грама çитнĕ.

Проект ăнăçлă ĕçлесе кайсан малашне выльăх- чĕрлĕхрен продукци илесси ỹсессе шанма пулать. Акă, Ленин ячĕллĕ агрофирмăпа "Чулпан" кооператив сыснасене траншея пек чавнă вырăнсенче усрама тытăнасшăн, монтаж ĕçĕсене пуçăннă. Хăйсен вăйĕпе çитерейменнине наци проекчĕ пулăшупа усă курма документсем хатĕрлеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 апреля 2006
00:00
Поделиться