Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район халăхĕ хуйхăрать

 Нумай вăхăт хушши йывăр чирлесе выртнă хыççăн, мартăн 25-мĕшĕнче, хăйĕн пурнăçĕпе пултарулăхне Патăрьелĕнчи "Путь Ленина" колхозăн экономикипе культурине тата Патăрьел районне аталантарса вăйлатас ĕçе панă паллă руководитель тата организатор Валериан Семенович Тимошев вилсе кайрĕ. Ку пĕтĕм район çыннишĕн пысăк хурлăх.

В.С.Тимошев 1921 çулхи августăн 28-мĕшĕнче Патăрьелĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн ăна, çивĕч ăслă çамрăка, Сăкăтри шкула учитель пулса ĕçлеме янă. 1939 çулта çар службине илсен, вăл танк водительне вĕренсе тухнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне Киев хули çывăхĕнче службăра тăнă. Пĕлĕвĕ пысăккине кура Валериан Семеновича авиацие куçарнă. Механиксен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Хĕрлĕ ялавлă, уйрăм тĕллевлĕ авиаци дивизине янă. Ку дивизи Чи аслă Тĕп командованин ставкине (Сталина) тỹрремĕнех пăхăннă, унăн аллинче тăрса, кирлĕ çĕре вĕçнĕ. Ставкăна лайăх тивĕçтернĕшĕн Тимошев механика та пĕр хутчен кăна мар наградăланă, çав шутра Хĕрлĕ Çăлтăр, иккĕмĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе, медальсемпе.

Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленсен, В.С.Тимошев тăван тăрăха таврăннă. 1946 çултан пуçласа- партипе хуçалăх ĕçĕнче: партин Чкаловски райкомĕнче- пропагандист, унтан- райкомăн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕн заместителĕ, ВКП(б) райкомĕн пĕрремĕш секретарĕн помощникĕ, пĕтĕмĕшле пайĕн заведующийĕ.

Валериан Семенович партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухсан колхозсене ура çине тăратма каякан 30 пин кадр шутĕнче 1959 çулта "Путь Ленина" колхоза ертсе пыма тытăннă. Ку колхоз кỹршĕри "Красное знамя" тата Мичурин ячĕпе хисепленекен колхозсемпе пĕрлешсе пысăкланнă. Пĕрлешỹллĕ хуçалăх экономика тĕлĕшĕнчен вăйланса районти чи тĕреклĕ колхозсенчен пĕри пулса тăнă. Ăста организатора КПСС обкомĕ Патăрьел районне ертсе пыма суйлама сĕннĕ. Района ертсе пынă тапхăрта та В.С.Тимошев пултарулăхĕпе палăрнă. Патăрьел районĕ республикăри чи лайăх районсенчен пĕри пулса тăнă. Районта ĕçленĕ чухне В.С.Тимошева пысăк çитĕнỹсемшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата "Хисеп палли" орденсемпе наградăланă.

1973 çулта КПСС обкомĕ В.С.Тимошева Шупашкара куçарса кайнă, тума палăртнă хаçат- журнал издательствин 8 хутлă çуртне ĕçе кĕртме хушнă. Ку тивĕçе те В.С.Тимошев вăхăтра тĕплĕ пурнăçланă. В.С.Тимошева темиçе хутчен те Чăваш АССР Верховнăй Советне тата Патăрьел район Советне депутата суйланă. Вăл колхозниксен Пĕтĕм Союзри съездне кайнă чăваш çыннисен делагацине ертсе пынă.

Патăрьел районĕнче пурăнакансем районшăн пысăк ĕç тунă паллă руководителĕн Валериан Семенович Тимошевăн çутă сăнарне яланах асра тытĕç.

Н.И.Глухов, Р.В.Селиванов, Ю.Ф.Моисеев, Н.П.Михайлов, Т.А.Полякова, А.П.Сироткин, Ф.В.Медведев, Н.В.Зверев, Н.П.Тельцов, В.М.Селиванов, А.П.Пешков, В.А.Никитин, Г.Ф.Мулюков, И.Н.Арланов, М.В.Петров, В.Д.Петров, П.И.Мужиков, И.В.Нягин, Ю.Н.Попов, И.Н.Ильин, В.К.Тенюков, С.Г.Гайнуллин, С.А.Карягин, Б.Я.Каштанова, А.И.Мефодьев, И.М.Матросов, М.Х. Ахметов, В.В.Николаев, П.Н.Никифоров.



27 марта 2006
00:00
Поделиться