Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юриех сиен тума пултарнă

Патăрьел районĕнчи "Малалла" ял хуçалăх коопративĕ ăнăçлă пыракан предприятисенчен пĕри. Кунта çулленех пысăк тухăçлă тыр- пул çитĕнтереççĕ, выльăх- чĕрлĕх подукцийĕ нумай туса илсе сутаççĕ. Çĕр ĕçченĕсем сортлă вăрлăх çитĕнтерес енĕпе те çине тăрса ĕçлеççĕ. Шăпах çакă такама вĕчĕрхентерме, кĕвĕçтерме пултарнă тесе шутлаççĕ паян хуçалăх ертỹçисемпе пушарнăйсем.

Нумаях пулмасть-ха тырă упракан кĕлетсенче пушар тухнă. Çынсем тутлă ыйхăра пулнăран вут- çулăм сỹнтерекенсем нумай кĕттермен пулсан та, инкек самай сиен кỹме ĕлкĕрнĕ. Упрама хывнă 110 тонна пăрçа тата урпа вăрлăхĕсен пысăк пайĕ юрăхсăра тухнă. Тĕрĕслев кăтăртнă тăрăх, кунта ку вăхăтра никам та пирус таврашĕ туртман, электропралуксем тата хỹтĕлев хатĕрĕсем пурте юсавлă пулнă. Çакна шута илсе сăтăрçă пирки уголовнăй ĕç пуçарнă, йĕрлевçĕсем пикенсех вут тĕртекене шыраççĕ.



"Хыпар"
16 марта 2006
00:00
Поделиться