Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăт ку хавхалантару

"Первомайское" тулли мар яваплă общество (генеральнăй директорĕ В.Секретов) Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе килти хушма хуçалăхран январь- февраль уйăхĕсенче çуршар тонна сĕт паракансемпе лоторея вылявĕ йĕркеленĕ. Хăйсен "чечеклĕ" шăпине тĕрĕслеме çичĕ ялтан сĕт паракан 45 кил хуçи хĕрарăмĕ хутшăнма тивĕç пулнă. Парнисемшĕн чăнласах та хĕпĕртемелĕх пур: кухньăра усă куракан комбайн, пылесос, электрочайник тата ытти те. Чи пысăк та сумлă парнене Ишлĕре пурнăнакан О.Катырева ветеринари врачĕ илнĕ. Тĕрĕссипе вара вылява хутшăннисем киле пĕри те пушă алăпа кайман. Тепĕр çур çултан дирекци каллех çакнашкал астармăш вăйă йĕркелеме шантарнă. Ун чухне вара вĕсен планĕ хальхинчен виçĕ хут ытларах- 1,5 тонгна пулĕ. Вăт ку чăнласах та хавхалантару!



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 марта 2006
00:00
Поделиться