Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Поздравление I зам.главы Батыревского района с Международным женским днем

Саламлатăп!

             Мартăн 8-мĕшне уявлани çуркунне çитнĕ туйăмпа, ăшă хĕвелпе, чи çутă кăмăл- шухăш чечекленĕвĕпе çыхăнса тăрать. Çавна май пĕтĕм хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламлатăп, ĕмĕрлĕх илем, чун ăшши сунатăп. Сирĕн чĕрере юрату ĕмĕрех упрантăр. Ачасемшĕн тăрăшаслăх, вĕсене чи лайăххине парнелес тата пуласлăха çул уçса парас ăнтăлăвăр яланах хисепе тивĕçлĕ.

              Эсир пирĕн çĕр-шывăн пуласлăхĕшĕн пурăнатăр тата ĕçлетĕр.

             Эсир çемье вучахне ялкăштаратăр, ачасене воспитани паратăр, професси тата общество ĕçĕнче ỹсĕмсем тăватăр, çав вăхăтрах- ялан çамрăк, ялан илемлĕ.

              Çирĕп сывлăх, юратупа ырлăх, пулассине шанаслăх сире!

 

Патăрьел район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов



07 марта 2006
00:00
Поделиться