Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Налуксене вырăнта пуçтармалла

Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытыăмлăха йĕркелемелли тĕп принципсем çинчен калакан саккун вăя кĕнĕренпе икĕ уйăх иртрĕ. Пирĕн районта халĕ 19 хăй тытăмлăх органĕ шутланать. Декабрьте вĕсем пурте хăйсен бюджечĕсене çирĕплетрĕç.

Вырăнти хăй тытăмлăхăн полномочийĕсене, тĕпрен илсен, хăйсен укçи-тенки шучĕпе пурнăçлама тăрăшмалла. "Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем пĕтĕм ыйтупа яваплăха хăйсем çинчен илсе пăрахса район е республика влаçĕ патне пынă вăхăтсем иртсе кайрĕç. Халĕ ялсен хутлăхĕсен, пуçлăхĕсен тата представителлĕ органсен депутачĕсен пĕрле ĕçлемелле тата хамăр умма лартнă тĕллевсене пурнăçламалла",- терĕ кун пирки Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура.

Вăхăт иртсе пырать пулин те, чылай ял тăрăх пуçлăхĕсем çакна чĕре патнех илсе çитермен-ха. Вĕсем ĕлĕкхи пекех районтан укçа куçарса панă хыççăн çеç ĕçе пикенмелле тесе шутлаççĕ пулас. Тепĕр çĕрте налуксем пуçтарма тытăнман тесен те тĕрĕс. Кун пирки ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура та çивĕч калаçу пулнăччĕ. Чăн та, пирĕн республика саккунĕпе хăй тытăмлăх органĕсене анлăн пулăшма палăртнă. Унсăрăн вĕсене тытса тăма та май пулмĕ.

Районти ял тăрăхĕсене тишкерсе тухсан, Патăрьел ялĕн пĕтĕмпех тупăш çăл куçĕсене хăйĕн пуçтарма тивет. Ун хыççăн пыраканни- Тăрăн ял тăрăхĕ. Унăн ертỹçисен 33,5 процент тупăш шырамалла. Шăнкăртам валли вара пухма 27 процент пăхнă. Ял тăрăхĕн бюджетне Туçара, Тутар Сăкăтĕнче, Сăкăтра, Пикшикре тата Алманчăра 20 процент шайĕпе пуянлатма палăртнă. Асăрхарăр пулĕ, кунта халăх мĕн чухлĕ ĕç укçи тата халиччен ял тăрăхĕнче мĕн чухлĕ ĕç укçи тата халиччен ял тăрăхĕнче мĕн чухлĕ налук пуçтарнине шута илнĕ. Чи пĕчĕк тупăш хывакансен шутне Çĕньял тата Ишлĕ ял тăрăхĕсене кĕртмелле. Вĕсем халăхран налуксемпе тĕрлĕ тỹлевсене 10-12 процент чухлĕ çеç пухтарма пултараççĕ. Паллах, çакă кăçаллăха çеç. Тепĕр çула çак цифрăсем самаях пысăкланма пултараççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 марта 2006
00:00
Поделиться