Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах пулĕ

Районта пурăнмалли çурт- йĕр тăвасси çулран-çул сарăлса пырать. Сăмахран, 2000 çулта 9794 тăваткал метр тунă пулсан, пĕлтĕр 18469 тăваткал метра çитнĕ. Тăватă çулта икĕ хут ỹснĕ. Ку виçĕм çулхипе танлаштарсан, 112 процент чухлĕ пулать. Çавăн пек ỹсĕм чăн малтанах халăха тĕрлĕ кредит пама май пуррипе пулнă. Сăмахран, 2005 çулта районти 33 çемье çăмăллатнă йĕркепе çĕнĕ çурт- йĕр тума тата туянма 5 миллион та 300 пин тенкĕлĕх ипотека кредитне илнĕ.

Унсăр пуçне пĕлтĕр "Çамрăк çемье" программăпа килĕшỹллĕн 58 çамрăк çемьене 3 миллион та 356 пин тенкĕ ипотека кредичĕ, "Ялăн социаллă пурнăçне 2010 çулччен аталантармалли программăпа" килĕшỹллĕн пуçланă çуртсене туса пĕтерме тавăрса памалла мар йĕркепе 35 çемьене 3 миллион та 338 пин укçа, социаллă пурăнмалли çурт- йĕр тумалли программăпа килĕшỹллĕн 8 çемьене тавăрса памалла мар йĕркепе 3 миллион та 114 пин укçа панă. 2005 çулта социаллă çурт- йĕре Тикеш, Турхан, Чăваш Ишек, Треньел тата Тутар Сăкăт ялĕсенче тунă.

2006 çулта социаллă çурт- йĕр тума тавăрса памалла мар йĕркепе уйăрнă 3 миллион та 250 пин тенкĕ укçана ял тăрăх бюджечĕсем тăрăх пайласа панă.

Çĕнĕ çултан район администрацийĕ çурт- йĕрпе йывăрлăха лекнĕ граждансен списокĕсене тата мĕн пур хутсене ял тăрăхĕсене панă. Ку районта пурăнакансенех меллĕ. Çурт-йĕр илме учета тăрас тесен, ял тăрăх администрацине пымалла. Унтах çак ыйтупа канаш илме тата учета тăма май пур.

2006 çулта районта 21240 тăваткал метр çурт- йĕр тума программа çирĕплетнĕ е пĕлтĕрхинчен 15 процент ỹсмелле. Ку задачăна пурнăçлама майсем çителĕклĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 марта 2006
00:00
Поделиться