Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йăлăнмасть- ыйтать

Патăрьел районĕн прокуратури прокурор требованийĕсене мĕнле пурнăçлани, айăплисене явап тыттарнине тата саккуна пăсма юраманни пирки асăрхаттарни мĕнле усă кỹнине тĕрĕсленĕ те- чылай çитменлĕх тупса палăртнă.

2005 çулта райпрокуратура должноçри 43 çынна саккуна пăсма юраманни пирки асăрхаттарнă. Тĕпрен илсен çав асăрхăттарусем налуксен сферинче саккуна уяссипе çыхăннă. Прокурор витĕм кỹмелли çак мерăпа çавăн пекех ĕç укçи тỹлессипе, çул çитменнисен прависене хỹтĕлессипе çыхăннă тĕрĕслевсен вăхăтĕнче усă курнă. Ĕç-пуç кăтăртса панă тăрăх, чылай чух саккуна пăсăсран сыхланмашкăн должноçри тивĕçлĕ çынсене прокуратура органĕсене чĕнни те çителĕклĕ. Калăпăр, район прокурорĕ çумĕнчи налук саккунĕсене пăсассине сирсе ярас енĕпе ĕçлекен ушкăн ларăвĕнче предприятисен ертỹçисене асăрхаттарнă хыççăн 3 кун хушшинче "Батыревская" МСО, "Патăрьелĕнчи çу завочĕ" АУН НДС тĕлĕшпе тỹлесе çитеймен 286 пин тата 132 пин тенкĕ тỹленĕ.

 Асурхаттарни, чăнах та, витĕмлĕ мера. Налуксен сферинче кăна çак мера районăн мĕн пур шайри бюджечĕсене чылай укçа хывма май панă. Çак енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсем прокурорăн саккунлă требованисене пурнăçланине кăтартаççĕ. Çапах должноçри хăш-пĕр çын прокурор ыйтнине илтмĕш курмăш туни те тĕл пулать. Пĕлтĕр çулталăк тăршшĕпе районта прокурорăн саккунлă требованийĕсене пурнăçламан 8 тĕслĕхпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕçсем пуçарнă. Тĕпрен илсен, паллах, предприятисен ертỹçисем çапла хăтланаççĕ. Калăпăр, прокурор представлени тăратнă хыççăн вăхăтра хурав паманшăн тата саккуна пăснă тĕслĕхе сирсе яманшăн "Патăрьелĕнчи ИПС" директорĕ пирки адмпроизводство пуçарнă, миравай судья йышăнăвĕпе ăна штрафланă. Çавăн пекех "Родина", "Красное Знамя" "Урожай", "Надежда" ял хуçалăх предприятийĕсен, "Батырь" агрофирма", "Спецмонтажгаз-"Батыревская ПМК" ОООсен, "Первомайский" крахмалзавод" АУО ертỹçисене те административлă майпа явап тыттарма тивнĕ.



"Хыпар"
02 марта 2006
00:00
Поделиться