Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кулленех тренировка, ăмăрту

 Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ унччен пĕрремĕш шкул пулнă çурта куçни, ун пỹлĕмĕсене йышăнни çур çул кăна-ха. Çакă физкультурăпа спорта юратакансене çĕнĕ хавхалану кỹчĕ, хĕллехи шартлама сивĕсенче те кулленех тренировка, ăмăрту ирттерме хистет. -Унчченхинчен хăтлăрах классенче тата спорт залĕсенче хамăра чылай лайăхрах туятпăр,-каласа парать шкул директорĕ В.Г.Платонов.-Пỹлĕмсене хамăр вăйпах юсама, сăрласа сăн кĕртме май тупрăмăр. Хăш-пĕр оборудование те çĕнетсе пыратпăр. Çавна май вĕренме, тернировка ирттерме кăна мар, тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеме те услови çителĕклех. Шкулта ултă уйрăм (ялшăн пĕрре те сахал мар ку) ĕçлет: ирĕклĕ мелпе кĕрешесси, йывăр атлетика, çăмăл атлетика, армспорт, кире пуканĕ йăтасси тата велосипед спорчĕ. Вĕренекенсен йышĕ те пысăк- 600-е яхăн çамрăк. Вĕсене пысăк квалификациллĕ ăстасем вĕрентеççĕ. Штатри 24 вĕрентекенпе тренертан вăтăр ытла проценчĕ СССР тата Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçни кăна çамрăксен наставникĕсем хăйсем те пултаруллă спортсменсем пулни çинчен калать. Шăпах вĕсен авторитечĕпе ăсталăхĕ сывлăх енчен çирĕп пиçĕхнĕ, чăтăмлă каччăсемпе хĕрсен пысăк ушкăнне çитĕнтерме пулăшать. Ку енĕпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ районти кашни шкултах физкультурăпа спорт юхăмне вăйлатас ĕçре палăрмаллах витĕм кỹрет. -Эпир хамăр хамăр воспитанниксем республикăри ăмăртусенче лайăх кăтартусем тунипе кăмăллă,- тет шкул ертỹçи Валерий Григорьевич.-Армспорт енĕпе пирĕн ачасем ялан тенĕ пекех пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ. Велоспортпа та иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсенчен чакмастпăр. Кире пуканĕ йăтассинчен те, çăмăл атлетикăра та лайăх кăтарту. Пĕлтĕр тĕрлĕ шайри 40 яхăн ăмăртăва хутшăннă пултаруллă хĕрсемпе арçын ачасенчен тăхăр вуннăшĕ призер пулнă. Çав вăхăтрах спортăн хăш-пĕр енĕ хальллĕхе çителĕксĕр аталанни шкул дирекцине те, район пуçлăхĕсене те шухăшлаттарать. Çавна май ку ыйтăва ятарласа йĕркеленĕ "çавра сĕтел" тавра тĕплĕн сỹтсе явнă. Ачасемпе çамрăксене спорта явăçтарас, вĕсен сывлăхне çирĕплетес енĕпе тумалли ĕç чылай-ха. Тинтерех ĕçлеме пуçланă ял тăрăхĕсен те, ытти ертỹçĕсен те çак ыйтăва "вак-тĕвеккисен" йĕркинчен кăлармалла пулĕ. Мĕншĕн тесен спорт тĕрлĕ шайри стартра паха кăтартусем кỹрет çеç мар, яш-кĕрĕме сывлăхлă ỹсме те пулăшать.



"Хыпар"
26 февраля 2006
00:00
Поделиться