Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн

 Çанталăк сивĕ тăнă май, район пуçлăхĕ Н.Глухов ялсенче тата объектсенче пушар хăрушсăрлăхне ỹстерес, пушарсен шутне тата çынсем вилнине чакарас пирки хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн, ял тăрăх пуçлăхĕсен, предприятисемпе учрежденисен, çавăн пекех тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçăлăхсен руководителĕсен пушар хăрушсăрлăхне ỹстерес енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Уйрăмах пурăнмалли çурт- йĕрсенче, муниципаллă тата вĕрентỹ учрежденийĕсенче, хутса ăшăтса тăракан организацисенче тимлĕ пулмалла. Ку ыйтăва ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕсен ларăвĕсенче, яланхи комиссисен ларăвĕсенче сỹтсе явмалла, вĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕ пирки япăх ĕçлекен ертỹçĕсен отчечĕсене итлемелле. Ял тăрăхĕсенче граждансем ăшăтмалли тата апат пĕçермелли приборсемпе усă курнă чухне пушар хăрушлăхне яланах асра тытчĕр тесе пропаганда ĕçне анлăн сарса ямалла, ку ĕçе анлăн сарса ямалла, ку ĕçе районти пушар инспекцийĕн работникĕсене те явăçтармалла. Пĕрлех, пурăнмалли çурт- йĕрте, ял хуçалăх предприятийĕсенче тата халăх уйрăмах нумай пуçтарăнакан вырăнсенче пушара хирĕçле профилактикăллă ĕçе анлăн туса пымалла. Ирĕклĕ пушар обществин районти уйрăмĕпе пĕрле пурăнакан сектора тĕрĕслесе тухмалла, çынсене йăлари пушар хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен ăнтантарса памалла. Район пуçлăхĕн хушăвĕнче çавăн пекех предприятисенче пушар хăрушсăрлăхне ỹстерес, юр хỹнĕ çулсене тасатас, пушар вăхăтĕнче шыв илмелли çăл куçсене тирпейлĕ тытса тăрас пирки хушма мерăсем йышăнма кирли пирки палăртнă, çак хушăва епле пурнăçласа пынине тĕрĕслесе тăма районти чрезвычайлă лару- тăру комиссийĕн председательне М.Калмыкова хушнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 февраля 2006
00:00
Поделиться