Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Канашлу - шыв ыйтăвĕпе

Район администрацийĕн пысăк залĕнче районти ялсене таса шывпа тивĕçтерес ыйтупа ятарласа пысăк канашлу пулчĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шыв ыйтăвĕпе çыхăннă сферăри яваплă çынсем хутшăнчĕç. Ăна район пуçлăхĕ Н.Глухов хăй ертсе йĕркелесе пычĕ.

Ку ахальтен мар. Районта çутçанталăк газĕн ыйтăвне татса панă хыççăн кун йĕркине тата тепĕр çивĕч ыйту тухса тăчĕ: районти халăха таса шывпа тивĕçтермелле. Вăл кăвак çулăм проблеминчен пĕрре те кая мар. Тĕрĕссипе ирттерет те темелле. Кун пирки Николай Иванович пусарсах çапла каларĕ: газ сирпĕтсе аркатас енĕпе хăрушă, шыв наркăмăшлас енĕпе хăрушă.

Чăваш республикинчи халăха 2005-2008 çулсенче ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелли республикăри тĕллевлĕ программăна пурнăçласа пĕлтĕр пирĕн районти виçĕ ялта14,4 километр шыв пăрăхĕсем хунă. Çав шутра Татмăшра 7 километр, 23 гидрант, 35 колонка тата пушар хăрушсăрлăх резервуарĕ, шыв башни вырнаçтарнă. Мĕнпурĕ 1 миллион та 150 пин тенкĕ усă курнă. Унта "Альтаир" хупă общество ĕçленĕ. Сăкăтра вара 1,2 километр чухлĕ пăрăх вырнаçтарнă. Патăрьелĕнче шыв пăрăхĕсен тăршшĕ 6,2 километр. Унсăр пуçне шыв тасатакан тата тăварсăрлантаракан станцинче пысăк ĕçсем тунă.

Таса шыв кĕртес ыйтупа малашне те пысăк ĕçсем туса ирттермелле. Сăмахран, Сăкăта федераллă бюджетран 1650 пин тенкĕ, Татмăша республикăран 400 пин, Патăрьелне 20000 пин тенкĕ укçа кĕмелле. Патăрьел пирки калас пулсан, 2006 çулта шывпа тивĕçтерекен пĕрремĕш комплекса туса пĕтермелле, ĕçе ямалла. Ахаль пăхсан эпир йĕркеллĕ шыв кăна ĕçетпĕр темелле. Анчах та хими анализĕсем санитари нормисене тивĕçтерменни çинчен çирĕплетеççĕ. Районта тĕрлĕ çĕртен илнĕ кăтартусем тăрăх Çĕньялта, Турханта тата Аслă Арапуçĕнче çеç шыв ĕçме юрăхлă. Çакна шута илсе Шăмăршă районĕнчи Хырла çырминчен пирĕн тăрăха шыв илсе килме палăртнă. Чăн малтан вăл Красномайски тăрăхне çитмелле. Ку ĕçе проектран пуçламалла. Халлĕхе Кзыл Чишма,Алманчă, Çĕньял ялĕсене шывпа тивĕçтермелли проектпа смета документацийĕсене туса пĕтерсе эксперизăна панă. Проектлас ĕçе Аслă Арапуçĕнче, Шăнкăртамра, Нăрваш Шăхальте, Турханта, Ыхра Çырминче, Тутар Сăкăтĕнче пикеннĕ. Вăхăта тăсса пымалла мар, шыв ыйтăвĕпе паянах çанă тавăрса ĕçе пикенмелле. Çакă тата ытти ыйтусем пирки канашлура ЧР хула строительствипе абществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерствин консультанчĕ Я.Гаврилов, "Жилремстрой" предприятин директорĕ Ю.Алякин, "Спецстрокоммуникации" обществăн директорĕн çумĕ Н.Глухов, "Росприроднадзор" специалисĕ Н.Кузьмина, "Чувашгипроводхоз" институт представителĕ В.Сунцова тата ыттисем те тухса каларĕç, тĕрлĕ ыйтусене хуравларĕç. Канашлăва район пуçлăхĕ Н.Глухов пĕтĕмлетрĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 февраля 2006
00:00
Поделиться