Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йывăрлăхсем ан пулччăр

Структура подразделенийĕсен руководителĕсен йăлана кĕнĕ канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов Шупашкарта Чăваш Республикинчи Налук службин работникĕсен тата Сĕнтĕрвăрри районĕнче яллă районсен пуçлăхĕсен Республика кунне ирттерес ыйтăвĕпе ирттернĕ канашлăвĕсен итогĕсемпе паллаштарнă.

Тĕп ыйтусенчен пĕри- çанталăк тепĕр хут сивĕтсе кайнă май пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх системине йĕркеллĕ тытса тăрасси. Ăшăпа тата электроэнергипе тивĕçтерекен организацисем пĕр тикĕс ĕçлеççĕ. Хăш-пĕр çĕрте çут çанталăк газне перекетлес тĕллевпе урăх топливо çине куçнă тĕслĕхсем пур. Патăрьелĕнчи пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тăрăшаçĕ. Сăмахран, кунта резевра 200 тонна çĕр кăмрăкĕ пур. Ăна тата та турттараççĕ. Предприяти хăй усă курнă çут çанталăк газĕшĕн вăхăтра татăлса пырать. Çав вăхăтрах ун умĕнче уйрăм çынсем те, предприятисемпе организацисем те пысăк парăмра. Унăн хисепĕ сахалтан та икĕ миллион тенкĕ пуçтарăнать. Ку, паллах, хуçалăха та нумай йывăрлăха кĕртсе ỹкерет, малалла та хастар ĕçлесе пыма ура хурать. Районта электроэнергишĕн çавăн пекех çут çанталăк газĕшĕн вăхăтра тỹлеменни е парăм çинчен пачах манса пурăнакансем сахал мар. Кунта адмнистративлă мерăсем йышăнни те, ăнлантаруллă ĕç туса пыни те кирлĕ. Иртнĕ эрнере тăманлă кунсем те пулкаларĕç. Çак тапхăрта Патăрьелĕнчи çул-йĕр управленийĕн ĕçченĕсем çĕрĕпе çулсене тасатнă, вĕсен айăпĕпе районти çулсем çинче автобуссем тухса кайманни пулман.

 Сивĕсем вăхăчĕ иртмен-ха. Çавăнпа малашне те тимлĕхе çухатмалла мар.

Канашлура çавăн пекех район экономикипе социаллă аталанăвĕн ытти нумай ыйтăвĕсене сỹтсе явнă. Канашлăва пĕтĕмлетсе Николай Иванович структура подразеделенийĕсен ертỹçисене асăннă ыйтусемпе çыхăннă ятарлă ĕçсене пурнăçлама хушусем панă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 февраля 2006
00:00
Поделиться