Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ялсерен çĕнĕ кас çĕкленет

Патăрьел районĕнчи кирек мĕнле ялта та çĕнĕ кас е урам йĕркеленнине асăрхатăн. Кивĕрех çурсен йышĕнче ку чухнехи дизайнпа, проектпа лартнă керменсем куçа илĕртеçĕ. Акă Шăнкăртамра кăна пĕлтĕр 62 çемьере çĕнĕ çурт ĕçки ирттернĕ.

-Ытти ял та çултан çул çĕнелсе пырать,- кăмăллăн пĕлтерчĕç пире район администрацийĕнче.- Чылай çĕрте унччен хулара пурăннисемех çĕр илсе ялта тĕпленеççĕ. Пĕрисем ватăлса çитнĕ ашшĕ- амăшĕн çуртне çĕнетеççĕ, теприсем çĕнĕ вырăн илсе строительство ĕçне пуçăнаççĕ.

Çамрăксене йăл илме патшалăх енчен пулăшу пани ку тăрăхри ялсене чĕртмелли чăн-чăн çăл куç пулса тăнă. Пĕлтĕр çеç 58 çамрăк çемье çăмăллатнă йĕркепе 19 миллион тенкĕлĕх кивçен илнĕ. Унсăр пуçне 70 çемьене патшалăх енчен пулăшса çурт- йĕр тума е сутăн илме тепĕр 3.4 миллион тенкĕ уйăрнă. Акă мĕншĕн Юхма тăрăхĕнчи ялсенче хĕллехи сивĕ кунсенче те унта та кунта кирпĕчрен çурт купаланине е йывăç пура çĕкленнине курма пулать.



"Хыпар"
10 февраля 2006
00:00
Поделиться