Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Арапуç çĕнтерỹсене палăртрĕ

 Çав кун Патăрьел районĕнче Аслă Арапуç ялĕнчи вĕренỹ центрĕнчи спорт уявне ăçтан кăна килмерĕç-ши хăнасем! Чăваш Енри вунă районтан хутшăннă спорсменсемсăр пуçне çĕршывăн тĕп хулинчен, Хусанпа Чĕмпĕртен тата ытти çĕртен килнĕ ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем репсубликăра йăлана кĕнĕ пиллĕкмĕш турнирта ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен республикăрм федерацийĕн ертỹçин, тава тивĕçлĕ тренерĕ тата физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕнĕ В.М. Семеновăн призĕсемшĕн вăй виçрĕç. Ăмăрту шайĕ çỹлте пулнине Европа тата Раççей шайĕнчи тупăшусене хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ çамрăксем те хутшăнма кăмăл туни аван çирĕплетет, унăн ят- сумне татах çĕклет. Çамрăк спортсменсене- 1988- 1989 тата 1990-1992 çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсене- Мускавран ятарласа килнĕ Раççей Геройĕ, авиаци генерал- майорĕ Николай Гаврилов (Канаш районĕнчи Янкăльч ялĕнчен), Раççей Геройĕ Юрий Недвига полковник, Хăрушсăрлăх проблемисен, оборона тата право йĕркисен академийĕн вице- президенчĕ Вячеслав Колесников, Олимп вăййисен призерĕ, тĕнчен тăватă хут чемпионĕ Сергей Корнилов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменсем саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Кунĕпе хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ спорт залĕнче. 150 ытла кĕрешỹçĕ хăйсен паллă ентешĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕ. Вăйлисем хăйсен пултарулăхне- çивĕчлĕхне туллин кăтартрĕç, çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç. 1992- 1993 çулсенче çуралнă хĕрачасенчен ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсем 5-мĕш училищинчи Надежда Федоровăпа (30 килограмлă виçе) Комсомольски районĕнчи Ирина Николаев (46 килограмм) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Ытти виçе категорийĕсенче Ксения Недрышкинăпа Инна Тражукова, Алексей Назаровпа Дмитрий Ентеев, Александр Иващенков (пурте Чĕмпĕр облаçĕнчен), Айтар Тартыгашев, Артем Батриев (Хусан хулинчен) тата хамăр ентешсем- Ирина Пчелова, Ольга Иванова, Иван Филиппов, Сергей Каргин, Роман Вишнев (Олимп резервĕсен 5-мĕш училищинчен), Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕ Сергей Власов ылтăн медаль çĕнсе илчĕç. Вăрнар районĕн хĕрĕ Ирина Данилова ятарлă приза тивĕçрĕ. Сăмах май, В.Семенов призĕсемшĕн пынă ăмăртура Владимир Михайловичăн ывăлĕ Дима та пултарулăхĕпе палăрчĕ, 65 килограмлă виçери кĕрешỹçĕсен хушшинче чи пултарулли пулчĕ- халиччен çĕнсе илнĕ медальсен коллекцине "ылтăн" хыврĕ.



"Хыпар"
09 февраля 2006
00:00
Поделиться