Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕслĕ тĕл пулусенче

 Иртнĕ эрнере район пуçлăхĕ Н.Глухов Шупашкарта "ВолгаТелеком" акционерсен обществин Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕпе В.Зарайскипе тĕл пулнă, эфирлă радиовещани çине куçас, районти телефон сетьне цифрăлатас, çĕнĕ информаци технологийĕсене малалла аталантарас, Интернет сетьне кĕрес ыйтусене сỹтсе явнă. Вăрман хуçалăх агенствин ертỹçипе Г.Урмаковпа тĕл пулнă чухне район çыннисен чи çивĕч ыйтăвĕсене татма кирлĕ вăрман фондне уйăрас пирки калаçса татăлнă.

Район пуçлăхĕ "Чувашгидроводхоз" институт директорĕпе Алексеевпа та курнăçнă. Кун валли сăлтавĕ самаях пысăк. 2005 çулта районти ялсене ĕçсмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе витĕмлĕ ĕçсем пуçланă. Патăрьел, Татмăш, Сăкăт ялĕсенче 28 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă та ĕнтĕ. Татмăшра, сăмахран, 7 километр шыв пăрăхĕсене хурса ĕçе кĕртнĕ, 35 колонка, 23 пушар гидранчĕ, 34 кубла метр калăпăшлă шыв башнине лартнă. Патăрьелĕнче шыва тăварсăрлатакан станци тума тытăннă. Шывпа тивĕçтермелли системăн пĕрремĕш черетне 2006 çулхи ноябрьте ĕçе кĕртме палăртнă. Асăннă тĕл пулура ытти ялсем валли проектсем хатĕрлесси пирки те калаçса татăлнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 февраля 2006
00:00
Поделиться