Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пыл та тупăш кĕрттĕр

Паян Патăрьел районĕнче 23 хуçалăх утар тытать, унсăр пуçне ытти предприяти- организацисенче тата 7 пур. Çавăн пекех уйрăм хуçалăхра пурăнакансем хушшинче те вĕлле хурчĕ усракансем чылайăн. Малашне "ылтăн" хуртсен йышне тата та ỹстерсе пыма палăртнă. Çак тĕллеве пурнăçлама районта условисем пур. Ертỹçĕсем пулăшаççĕ, кадрсем хатĕрлеме Чăвашхурт-хăмăр агенстви директорĕ Г.Максимов пысăк тимлĕх уйăрать. Апла пулсассăн малашлăх пуррине шанас килет.

Пĕлтĕрхи пыл тухăçне начар теме çук. Вăрманта вырнаçнă утарсенче, виçĕм çулхипе танлаштарсан, икĕ хут нумайтарах пулнă. Хир енчисенче вара кăшт сахалтарах, анчах 2004 çулта вĕсем 10 çул хушшинче пылак шĕвеке чи нумай юхтарса илчĕç.

Районта пыл туса илессипе Ленин ячĕллĕ (утарçи -Р.Никитина), "Югель" (И.Афанасьев), "Хастар" (А.Базунов), "Батыревский" (П.Япаров), "Колос" (Ю.Чубаков) хуçалăхсем лайăх ĕçлерĕç. Ленин ячĕллĕ, "Хастар", "Малалла" хуçалăхсенче вĕлле хурчĕн çемйисене те ỹстернĕ.

Пĕлтĕрхи çулшăн районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм вăл- "Красное знамя" кооперативра среднерусски ăратлă вĕлле хурчĕсене усрама тытăнни. Ку енĕпе пĕрремĕш çул анчах ĕçлеме тытăннă пулсан та, 147 пакет сутрăмăр. Уйрăмах хамăр республикăра вырнаçнă утарсене валли нумай туянчĕç. Çавăн пекех Мари Эл республикинчен те 60 çемье килсе илсе кайрĕç. Малашне ку ăрата тата та нумайрах ĕрчетсе 4 рамкăллă пакетсем туса сутма тĕллев лартнă.

"Красное знамя" хуçалăх Шупашкарта сентябрĕн 8-9- мĕшĕсенче ăратлă выльăхсен выставкинче среднерусски вĕлле хурчĕсемпе хутшăнчĕ, пĕрремĕш степньлĕ Диплом çĕнсе илчĕ.

Среднерусски вĕлле хурчĕсене туянма кăмăл тăвакансем хурт- хăмăр агенствине пыма пултараççĕ. Çуркунне вĕсене пулăшма тăрăшăпăр. Сăмах май, çак хуртсем пирĕн патăрта аван хĕл каçаççĕ. Пыл пухнă вăхăтра та хăйсене лайăх енчен кăтăртаççĕ, продукци те нумай хатĕрлеççĕ. Вĕсем, ыттисемпе танлаштарсан, пысăкрах, апла пулсан шывне те, пылне те ытларах йăтса килеççĕ. Ку пире савăнтарать.

Районти çитĕнỹсен тĕп сăлтавĕ- утарçăсем тăрăшса, ĕçе юратса, чун-чĕререн парăнса вăй хуни тесе шухăшлатăп. Хĕрỹ тапхăрта вырăнсене тухса вĕрентни те, ăнлантарни те нумай пулăшать. Унсăр пуçне семинар- канашлусем ирттеретпĕр, пĕр- пĕрин вăрттăнлăхĕсемпе паллашатпăр. Нумай ыйтусем çине хурав илетпĕр. Чăваш хурт- хăмăр агенствин директорĕ Г.Максимов та йывăрлăхсенчен тухма пулăшать.

Юлашки çулсенче районта организаци- предприятисече те вĕлле хурчĕсене усрама тытăнни пирки паçăр асăннăччĕ, халĕ çакна тĕслĕхпе çирĕплетесшĕн. Турханти вăтам шкулта утар тытма пуçларĕç. Эпир те, çемьепе канашласа, хамăр тата пирĕн ачасем вĕренсе тухнă шкула вĕлле çемьисем парнелес терĕмĕр. Малашне ытти çĕрте те хурт- хăмăр ĕрчетме тытăнсан питĕ аванччĕ. Кун пек чухне ватăлса пыракан хурт- хăмăрçăсене улăштаракан çамрăксем те ытларах пулĕччĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 января 2006
00:00
Поделиться