Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Марафона кăмăлтан хутшăнчĕç

Районта "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафон вĕçленчĕ. Вăл 2005 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи январĕн 15-мĕшĕччен пычĕ. Çак хушăра социаллă хỹтлĕх пайĕ организацисен, учрежденисен, предприятисен ертỹçисем патне чĕнỹпе тухрĕ. Çавна май марафон копилкине ыр кăмăллăх кỹрекенсем сахал мар пулчĕç. Вăл радиомарафонтан пуçланчĕ, Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, комисси председателĕ Р.Селиванов уçрĕ. Ун хыççăн сакăр çын калаçрĕ. Малалла уйăхлăхра палăртнă мероприятисем хăйсен черечĕпе пычĕç. Ачасемпе районти паллă çынсем тĕл пулусем ирттерчĕç, коллективсем концерсем йĕркелерĕç. "Çăкăр" музейĕнче экскурсинче пулни те çитĕнекен ăру асĕнче нумайлăха юлĕ. Арçын ачасем шахматла, волейболла, хĕр ачасемпе пĕрле шашкăлла выляса чемпионат ирттерчĕç. Первомайскинче волейбол турнирĕ пулчĕ, Еншикре Хĕл Мучи парнисемшĕн йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Районти Культура çурчĕн ĕçченĕсем ачасемпе ашшĕ- амăшĕ валли хаваслă уяв йĕркелерĕç. 73 инвалид- ачана утренник савăнăç кỹчĕ. Ирттернĕ мероприятисенче Р.Селиванов, хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Ф.Майорова салам сăмахĕсем каларĕç. Фаина Аркадьевна çитĕнекен ăру, инвалид- ача ỹстерекен çемьесене пырса тивекен çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕ.

Марафон пухмачне (копилка) 22020 тенкĕлĕх спонсорла пулăшу кĕчĕ. Вăл шутран 11500 тенки- укçан, ыттисем- таварпа. Хăш-пĕр спонсорсен ячĕсене район хаçачĕн маларахри номерĕсенче пичетленнĕччĕ. Вĕсем хыççăн Патăрьелĕнчи пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ, "Теплоэнергосервис" пĕрлешỹ, "Малалла", "Первомайск" ял хуçалăх предприятийĕсем 500-шер тенкĕ, Аслă Чемен, Шăхач ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, Ленин ячĕллĕ çĕрĕç фирми, район больници пулăшу кỹчĕç. "Красное знамя" кооператив Патăрьелĕнчи шкул- интерната 2000 тенкĕлĕх тырă пачĕ. "Юхма" пасар администрацийĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула 5 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ тĕспе кăтартакан телевизор парнелерĕ. Чунĕсем кỹтменнисем йышлăн-ха. Кил-çурт таврашĕнче усă курнă япаласем парас пулăшакансем те пулчĕç. Ачасем- пирĕн пуласлăх, вĕсенче малашлăх-çке. Çакна яланах асра тытса пурăнар.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 января 2006
00:00
Поделиться