Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăс-хакăлпа туллин усă курмалла

Январĕн 18-мĕшĕнче районта министерство кунĕ иртрĕ. Малтанах республикăри Шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов администраци залĕнче район активĕпе тĕл пулчĕ.

Вадим Валентинович тĕпрен илсен, республикăри пĕтĕмĕшле йĕркелĕхшĕн, тирпейлĕхшĕн, тăнăçлăхшăн тăрăшса йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсемпе пĕрлех вырăнти хăй тытăмлăх органне суйланнă çынсем, ял тăрăх, район Пухăвĕн депутачĕсем, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем, уйрăм граждансем яваплă пулнине ĕнентермелле çирĕплетсе пачĕ, çакна тĕпе хурса ĕçлемеллине пĕлтерчĕ. Республика Президенчĕ Николай Васильевич Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура каланă евĕр, малашне "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле". Кăçал, 2006 çула ят панă Ăс-хакăл çутлăхĕн, вырăнти хăй тытăмлăх реформин çулталăкĕнче район çынннисен социаллă пурнăçĕпе экономикăна аталантарасси пушшех тĕп вырăнта пулмалла. Халăх пысăк ĕмĕт- тĕллевпе суйланă ял тăрăхĕн, район Пухăвĕн депутачĕсем хăйсен участокĕсенче кашни çыннăн гражданла яваплăхне, ăнланулăхне ỹстерме тăрăшмалла. Республика министрĕ çак ĕçе участоксенчи милици уполномоченнăйĕсен тивĕçне хавшатни, вĕсен службине çăмăллатни пулманнине каларĕ. Ун пек чухне обществăлла вырăнта йĕркене пăсакансем те, эрех- сăрапа ашкăнакансем те, тĕрлĕрен преступлени тăвакансем те сахалланĕç. Çĕнĕ çулăн шутлă кунĕсем çеç хыçа юлчĕç пулин те, республикăра, акă, çынна ăспа-тăнпа вĕлернĕ 14 тĕслĕхе шута илнĕ. Шел пулин те, пирĕн районта та çакнашкал пĕр факт пулчĕ. Çĕнĕ Ахпỹртре пурăнакан пĕр тăван пиччĕшĕпе шăллĕ çапăçса кайса ĕç-пуç синкерлĕхпе вĕçленнĕ.

Республикăри шалти ĕçсен министрĕ çул çитмен ачасем преступлени тăвассинчен тĕрлĕ шайра профилактика мероприятийĕсем йĕркелемеллине те пусарасах каларĕ. Ку енĕпе ашшĕ- амăшĕн те, вĕрентекенсен те, участкри уполномоченнăйсем те, нумай пулмасть çеç суйланнă депутатсен те чылай тимлемелле. Пĕлтĕр, сăмахран, çул çитмен ачасем тăвакан хура ĕçсен шучĕ республикипе 11,2 проценчĕ ỹснĕ. Мĕн пур преступленисен вунă процентне вĕренекенсем туни те аслисене шухăшлаттармаллах.

"Пĕлтĕрхи садсемпе парксен çулталăкĕ хыççăн республика ертỹçи кăçалхине ăс- хакăл çутлăхĕпе çыхăнтарчĕ. Тĕрĕсех йышăну турĕ. Паян пирĕн чиркỹсене, мечĕтсене çỹресе чун- чĕресене çылăхран тасатнипе пĕрлех куçа курăнакан культурăна, тирпейлĕхе ăша илме, уншăн кашнийĕ яваплă пулма вĕренмелле", терĕ Вадим Валентинович вырăнсенчи тирпей- илем пирки калаçу пуçарсан. Унăн шухăшне малалла тăсса район пуçлăхĕ Н.Глухов район шайĕнче çак ыйтăва тата çивĕчлетрĕ. Малашне те ку тĕлĕшпе административлă çурт, кантур умĕнчи тирпейлĕхшĕн ертỹçĕсенчен, урам, ял сăн-пичĕшĕн кунти яваплă çынсенчен çирĕп ыйтасси пирки каларĕ.

Министерство кунне хутшăннă ушкăн райшалĕçпайĕнче пулса, вĕсен ĕçĕ- хĕлĕпе паллашрĕ. Патăрьелĕнчи "Çăлкуç" реабилитаци центрĕнче, Шăнкăртамри милици уполномоченнăй участокне çитсе тĕл пулусем ирттерчĕ, ял çыннисем ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Çак кунхинех райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Р.Селивановпа ЧР Президент Администрацийĕн представителĕ Ю. Чернов Шăнкăртам, Хирти Пикшик, Тутар Сăкăт, Патăрьел ял тăрăхĕсенче пулнă, çĕнĕрен суйланнă хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне тишкернĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 января 2006
00:00
Поделиться