Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕнче чемпионки-Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ

Вунă çул каялла Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль хĕрĕ И.Калентьева (хĕр чухнехи хушамачĕ Ягупова) Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ăсталăха туптама тытăнсан тин хăйĕн спортри кăтăртăвĕсене лайăхлатса пыма пуçланă. Ултă çул каялла сăрт-ту велосипечĕпе ăмăртса Раççей чемпионатĕнче çĕнтерчĕ, тăван тăрăха ылтăн медальпе таврăнчĕ. Ун хыççăн çĕршывăн пĕрлештернĕ комнадин йышăнче Европа чемпионачĕсемпе тĕнче турнирĕсенче тупăшрĕ. 2003 çулта Ирина Австрире иртнĕ Европа чемпионатĕнче- кĕмĕл, Швейцарири тĕнче турнирĕнче бронза медале тивĕçрĕ. Тĕнче Кубокне çĕнсе илессишĕн Испанире тупăшса Гунн- Рита Дахл (Норвеги) тĕнче чемпионки хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Афинăра иртнĕ XXVIII Олимп вăййисенче çĕршыв чысне хỹтĕлерĕ. Хăй вăхăтĕнче тĕнче класслă спорт мастерĕ Германи чемпионатĕнчен те çĕнтерỹпе таврăнчĕ. Уйрăмшарăн тупăшакансенчен вăл чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Унăн "Мерида" команди лидерсен ретĕнче. Канадăри тăватă тапхăрăн кăтăртăвĕсемпе виççĕмĕш вырăн йышăннă... Ирина Калентьева халĕ Швейцарире Альп тăвĕсем çинче маутинбайк енĕпе çурла тата авăн уйăхĕсенче иртекен Европа тата тĕнче чемпионачĕсене хутшăнма хатĕрленет.

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Краснов патĕнче ăсталăх туптакан И.Калентьева спортри çитĕнỹсемшĕн çак кунсенче Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ ятне тивĕçрĕ.



"Хыпар"
20 января 2006
00:00
Поделиться