Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп ыйту- наци проектне пурнăçа кĕртесси

Ял хуçалăх пуласлăхĕ чылай çынна сахал мар шухăшлаттарать. Рынок экономикинче вăл ниçтан та вăй илсе, майлашăнса каяймарĕ. Çаксене шута илсе Раççейре пысăк пĕлтерĕшлĕ "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектне йĕркеленĕ. Унта выльăх- чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарасси, хуçалăх ĕçĕн пĕчĕк формисене пулăшасси пысăк вырăн йышăнать. Çак проекта районта пурнăçа кĕртессине сỹтсе явма райадминистрацин акт залĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов, агропромышленность комплекс предприятийĕсен хутшăнăвĕсене йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков, "Россельхозбан" директорĕ И.Письменская, Патăрьелĕнчи перекет банкĕн представителĕсем, хуçалăх ертỹçемпе ял тăрăх пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

 Ял хуçалăхĕнче аш-какай, сĕт-çу туса илесси çуллен чакать. Юлашки вăхăтра уйрăм хуçăлăхпа пурнăкансем те выльăх- чĕрлĕх сахал усрама тытăнни, çавна май продукцине сутасси те сахалланни палăрать. Çĕртен тупăш илесси те пĕчĕк, унăн кашни квадрачĕпе туллин усă курмалла. Çак ыйтусемпе çине тăрса ĕçлемелли, "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектне пурнăçа кĕртессипе ятарлă комисси тăвасси пирки район пуçлăхĕ Н.Глухов сăмах хускатрĕ.

Проектра палăртнă пулăшăва илес тесессĕн, тăрăшса вăй хумалла, пĕр пус та ахальлĕн кĕмест. Агропромышленность комплекс предприятийĕсен хутшăнăвĕсене йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков калаçăвĕнче те çакă лайăх сисĕнчĕ.

Выльăхран укçа кĕртес тесен, ăратлă выльăх туянмалла. Илнĕ кашни ĕнен е сыснан чĕрĕ пĕр килограмм виçишĕн 40 тенкĕ каялла тавăрса параççĕ. Уйрăм хуçăлăхпа пурăнакансем, фермерсем те çак çăмăллăхпа усă кураяççĕ. Раççейĕпе 2006, 2007 çулсем валли выльăх- чĕрлĕх отрасльне аталантармалла 6,63 миллиард тенкĕ дотаци пама пăхса хăварнă, çавăнпа халь проекта лекессишĕн тăрăшмалла.

"Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проекчĕ ĕçлесе кайсан, сĕт суса илесси- 4,5, аш-какай хатĕрлесси- 7,5 процент чухлĕ пысăкланмалла.

Хуçалăхсене те, уйрăм çынсене те паян укçа- тенкĕ тупма çăмăл мар, халь яваплă тапхăрсене ирттерме, техника туянма ытларах чухне кредитпа усă кураççĕ. "Россельхозбанкран" пĕлтĕр пирĕн районти хуçалăхсем 50 миллион тенкĕ илнĕ. Банк директорĕ И.Письменская кĕске вăхăтлăха тата нумайлăха паракан кредитсем пирки чарăнса тăчĕ, çĕнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ. Пĕчĕк формăллă хуçалăхсене кивçен укçа ял тăрăх пуçлăхĕн рекоменадацийĕпе çеç панине каларĕ. Канашлăва çавăн пекех Патăрьелĕнчи перекет банкĕн кредит уйрăмĕн начальникĕ Н.Каклимов та хутшăнчĕ. Вăл кунта кредит илмелли условисем пирки каласа пачĕ.

Районта ял хуçалăх перепиçне хатĕрленсе ирттерсе ярассипе ĕçлекен уполномоченнăй М.Абдуллин çырав пирки, унăн тĕп тĕллевĕ çинчен калаçрĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 января 2006
00:00
Поделиться