Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Канашлу- паянхи кун тĕллевĕсемпе

Тунти кун район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисен канашлăвĕ иртнĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри- районта çывхарса çитнĕ шартлама сивĕ кунсене пурнăмалли çурт- йĕр хуçалăхĕ, çул- йĕр служби, вĕрентỹ учрежденийĕсемпе ытти организаци- предприятисем кирлĕ пек, хатĕрленсе кĕтсе илсе ирттерсе ярасси. Патăрьелĕнче коммуналлă хуçалăх предприятийĕн директорĕ Н.Краснов çак тĕлĕшпе районта епле хатĕр иккенне пĕлтернĕ. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов хутăнмалли тапхăра ăнăçлă ирттерсе ярас ыйтăва тата çивĕчлетнĕ.

Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене туса хурасси çинчен калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен районта 19 ял тăрăхĕсем ĕçе пикенĕ. Çавна май вĕсем валли 19 бюджет туса хунă. Хальхи вăхăтра налук служби вĕсенче налук ыйтăвĕпе ăнлантару ĕçĕсем ирттерет. Çавăн пекех ял тăрăхĕсем валли вывескăсем, пичетсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕн официаллă бланкĕсем тăвассине, кашнийĕнпех сайтсем уçассине йĕркеленĕ. Ку тĕлĕшпе хăш-пĕр ĕçсем вĕçленсе те пынă.

Çавăн пекех канашлура пурăнмалли çурт- йĕрпе çыхăннă çĕнĕ Кодекса пурнăçа кĕртес тĕллевпе тумалли ыйтусене те хускатнă, агропромышленность, строительство комплексĕсене аталантармалли задачăсене çивĕчлетнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 января 2006
00:00
Поделиться