Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Граждансен прависене- çирĕп хỹтлĕх

Граждансен прависене хỹтĕлес, Патăрьел районĕн саккунлăха çирĕплетес ĕçе прокуратура хăйĕн витĕмлĕ тỹпине хывать.

 Иртнĕ 2005 çулта районта саккунсене 673 хутчен пăсни палăрнă. Саккунлăхпа çыхăнса тăманнине пула, административлă тата вырăнсенчи самоуправлени органĕсен 65 актне протестленĕ. Çавăн пекех саккунсене пăснипе тĕрлĕ харпăрлăхри организацисене тата органсене 135 представлени тăратнă. Вĕсем тăрăх 70 работника дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Должноçра тăракан 40 çынна штрафланă.

Граждансен ĕçлев правине хỹтĕлес тĕлĕшпе те сахал мар тимленĕ. Прокуратура пуçарнипе ĕç укçи шыраса илес тĕллевпе суда 322 тавăç тăратнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле сумми 2578 пин тенкĕпе танлашнă. Судра пурне те пăхса тухса тивĕçлисенчен 2568 пин тенкĕ шыраса илнĕ. Ыттисене те çывăх вăхăтрах пăхса тухма палăртнă.

Пĕтĕмĕшпе надзор тĕрĕслевĕсем вăхăтĕнче 5 уголовнăй ĕç пуçарнă. Районти шалти ĕçсен пайĕнче шута илмен е учетран пытарса хăварнă 20 преступление регистрациленĕ. Урăхла каласан, иртнĕ 2005- çулта регистрациленĕ 313 преступленирен 20-шне прокуратура учета тăратнă. Учетпа регистраци дисциплинине пăснăшăн, дознанине следстви ĕçĕнче саккуна пăхăнманшăн милицин 15 сотрудникне дисциплина енĕпе айăпланă.

Лайăххипе пĕрлех ĕçре çитменлĕхсем те пур-ха. Акă, çынна уççăн çаратнă тĕслĕхсем пĕлтĕр ỹссе кайрĕç. 2004 çулта- 6, 2005 çулта-14 факт.

Çын пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратнă йывăр тата çав тери йывăр преступленисем, çынна вĕлернĕ тĕслĕхсем тата ытти хурах пуснă фактсем те пире питĕ пăшăрхантараççĕ.

Халăх хушшинче право профилактики ĕçне тивĕçлĕ шайра туса пырасси, гарждансене саккунсен çирĕп хỹтлĕхне илесси, кашни преступление тăрă шыв çине кăларасси, айăплисене тулли явап тыттарасси кăçал та прокуратура работникĕсен тĕп тĕллевĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн куллен ĕçлĕпĕр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 января 2006
00:00
Поделиться