Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Савăнăçĕ куç тулли

Патăрьелĕнче пурăнакан Анастасия Семеновна Табакова тăхăр теçеткене çывхарать пулин те, хайне темиçе çул каяллинчен те çăмăлрах туять. Çакăншăн вăл мăшăрĕпе пĕрле çитĕнтернĕ тăватă ачине тав тăвать. "Мана вĕсем хăйсем чыс çĕнсе илнипе тата пурнăçĕнче ăнăçлăх хыççăн ăнăçлăх тунипе хавхалантараççĕ",- тет кăмăллăн кинемей.

Ку чăнах та çапла. Хĕрĕсем иккĕшĕ те халăхра ырă ятлă. Ывăлĕсем вара, ăнăçлă ĕçленипе пĕрлех, ăслăлăхра тĕчевсем тунипе палăраççĕ. Хальтерех кăна-ха кĕçĕнни, Владимир Алексеевич, Шупашкарта пурăнакан аслă категориллĕ Тухтар, Чулхулари патшалăх медицина академийĕнче медицина наукисен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хỹтĕленĕ, маларах вара "Патăрьелĕнчи сельхозтехника пĕрлешĕвĕ" АП ертỹçи Петр Алексеевич Мускавран техника наукисен докторĕн степеньне илнине çирĕплетекен хаклă хутпа тăван яла таврăннăччĕ. Пĕр çемьерех икĕ ăсчах пулсан кам савăнмасăр чăттăр.



"Хыпар"
17 января 2006
00:00
Поделиться