Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Офиссен шучĕ ỹсет

   Çĕнĕ çул умĕн районта тата çемье врачĕн икĕ офисĕ уçăлчĕ. Ку хутĕнче çак чыс  Аслă Чемен тата Сăкăт ялĕсенче пурăнакансене тивĕçрĕ.  Çак ятпа  саламлама кунта  республикăри Сывлăх тата социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова, район пуçлăхĕ Н.Глухов, тĕп больница врачĕ Н.Тинюков, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем килнĕ.
       Халиччен районта çемье врачĕн 4 офисĕ ĕçлетчĕ. Вĕсене уçни нумай ырă улшăну кỹчĕ.Медицина учрежденийĕсем çĕнĕ оборудованисемпе, компюьтерпа пуянланчĕç, васкавлă пулăшу машиниллĕ пулчĕç тата  ытти те. Офис врачĕсем ятарлă вĕрентỹсенче пĕлĕвне  ỹстерчĕç.  Халĕ вĕсем   тин çуралнă ачаран пуçласа ватăсен сывлăхĕшĕн явап тытма пултараççĕ. Ахальтен мар  Аслă Чемен ялĕнче çакнашкал медицина учрежденийĕ уçнă  чухне кунта пурăнакансем республика Президентне, район ертỹçисене тав  сăмахĕсем каларĕç. Офисра юсав ĕçĕсене пурнăçлама пулăшнă  "Булат"  пĕрлешỹ ячĕпе те лайăххи çеç илтĕнчĕ.
     Аванах çав ĕнтĕ  вĕсенче. Кăтăрлахи стационар, процедура кабинечĕсем, манипуляци, физио, сывă ача , репродуктивлă сывлăх, стоматологи кабинечĕсем пур. Республика министрĕ Н.Суслонова наци проекчĕн приоритетлă çул-йĕрĕсене тивĕçлипе пурнăçа кĕртсе пынине палăртрĕ. Район пуçлăхĕ Н.Глухов иртсе пыракан çулта мĕн тума ĕлкĕрнине,  2006-мĕшĕнче пысăк тĕллевсем тăнине каларĕ.  Хăйĕн сăмахне Республика Президенчĕ  Н.Федоров Патшалăх Канашне янă    Çырури сăмахсепе вĕçлерĕ    "Çĕнĕлле  шухăшласа творчествăлла ĕçлемелле".   Тĕрĕсех ĕнтĕ, пĕр-пĕрне  ăнланса ĕçлени  çĕнĕ çитĕнỹсем тума  пулăшатех.
  



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2006
00:00
Поделиться