Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ятарласа çăмăллăхсем валли

Патăрьелĕнчи социаллă хỹтлĕх центрĕнче ятарлă парикмахерски ĕçлет. Унăн пулăшăвĕпе, тĕпрен илсен, ватлăх енне сулăннă çынсем усă кураççĕ. Мария Рехметова ăста кирек камăн кăмăлне те çĕклеме тăрăшать. Çавна май центрта кăнтăрла кăмăлне те çĕклеме тăрăшать. Çавна май центрта кăнтăрла сипленекенсем те, ялсенче пурăнакансем те май тупса ун патне час- часах пыраççĕ. Ара, пĕтĕм ĕçе çăмăллăхлă майпа пурнăçлать-çке вăл. Пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш ушкăн инваличĕсене вĕсен çỹçне каснăшăн та, хăйсем кăмăллакан прическа тунăшăн та пĕтĕм тỹлевĕн çуррине кăна илет. Ĕç ветеранĕсене çирĕм пилĕк процент таран çăмăллăх параççĕ, вăрçа хутшăннисене тата инвалида тухнисене пĕтĕм пулăшăва пĕр тỹлевсĕр пурнăçлаççĕ.



"Цивильский вестник"
28 декабря 2005
00:00
Поделиться