Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Çулталăка çитĕнỹпе вĕçлетпĕр"

 Патăрьел районĕнчи Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми юлашки çулсенче республикăри чи лайăх хуçалăхсенчен пĕри шутланать. Çулталăка мĕнле кăтартусемпе вĕçлесе пыни пирки фирмăн генеральнăй директорĕ Юрий Никоалевич Попов каласа пама кăмăл турĕ.

-Юрий Николаевич, кăçалхи çулпа кăмăллă-и эсир.

-Аван çул пулчĕ тесшĕн эпĕ. Халăх ĕçлеме пултараслăхне тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Çакă цифрăсенче питĕ уçăмлăн курăнать. Пĕрчĕллĕ культурăсемпе (гектартан 36 ц.), çĕр улмипе (348 гектар), купăстапа, нумай çул ỹсекен курăксемпе районта пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Куккуруспа, сахăр кăшманĕпе, кишĕрпе- иккĕмĕш...

Выльăх- чĕрлĕх отраслĕ те пĕр кăлтăксăр ĕçлерĕ. Районта туса илекен сĕтĕн чи пысăк пайĕ- пирĕн. Т.Петрова, Г.Французова, Л.Мышова, И.Осипова дояркăсем çулталăкри сăвăма, кашни ĕнерен вăтамран, пилĕк пин килограмран ирттерчĕç. Сăмах май, килес çул ку отрасльте пысăк улшăнусем туса ирттересшĕн. Сыснасен шутне виçĕ- тăватă пине, сăвакан ĕнесен йышне 350 пуçа çитересшĕн. Пурнăç ыйтать, хистет çапларах ĕçлеме. Унсăрăн нимсĕр тăрса юлма пулатаратпăр. Ỹсен- тăран отрасльне те çак меслетсене ĕçе кĕртме тытăнтăмăр. Кăçал пĕрремĕш хут сухаламан. 450 гектар çĕр кĕрхи культурăсем акса хăвартăмăр. Çав шутран 200 гектара ĕçре дискласа хамăр ăсталанă сеялкăпа, дискланă 150 гектар çине яланхи сеялкăпа, пĕр тĕкĕнмен 60 гектар ана çине вăрлăх варăнтартăмăр. Лайăх шăтса тухрĕç. Халĕ килес çула кĕтмелли çеç юлать.

-Чăрмавсем те пулмарĕç мар-тăр-ха.

 -Çанталăк енчен йĕркеллех темеллле. Тĕрĕссипе, чи кутăннисем, кахалсем валли те çителĕклех пулчĕ вăл. Пире, çĕр ĕçĕнче пилĕк авакансене, топливо хакланса пыма чарăнманни, туса илнĕ продукцие питех те йỹнĕпе ыйтни арман чулĕ пек пусарса тăрать. В.Путин Президент пуçарнă наци проекчĕсене çеç шанмалли юлать ĕнтĕ.

-Халĕ асăннисемсĕр пуçне паян сире тата мĕн пăшăрхантарать.

-Консерватизм, пĕтĕм халăхăн консерватизмĕ. Çав "ункăна" ниепле те çĕмĕрсе тухаймастпăр. Пирĕн патăмăрта çеç мар, пур çĕрте те хальлĕхе çапларах. Сăмахран, 100 гектар çинчи çĕр улмие, вĕсен шучĕпе, 100 çын суйламалла. Çак ĕçе 15-20 çын тума пултарассине вара никам та ăнланасшăн мар. Уйрăмах фирмăра ĕçлемен çынсен пуçĕсене шăнăçмасть çакă. Виçĕ пин сыснана виçĕ çын çеç тăрантарса тăма пултарасси пирки каламастăп та. Колективлă консерватизмшăн вăл юмах пек туйăнать. Çав вăхăтрах çакăн пек технологипе тĕнчере çеç мар, кỹршĕсем те ĕçлеме тытăннă. Пирĕн вĕсенчен юлмалла мар, паха опыта хамăрăн кулленхи ĕçе пĕр тăхтамасăр кĕртмелле.

 Меллĕ самантпа усă курса лавккасем те, утар, арман пысăк тупăшлă ĕçленине те палăртса хăварас килет.

-Панкрута тухнă, юхăннă хуçалăхсене чĕртсе тăратас енĕпе республика ертỹçисем хăйне евĕрлĕ утăм турĕç- асăннă предприятисем валли аллă ертỹçĕ хатĕрлеççĕ. Вĕсен йышне эсир те кĕтĕр. "Чулпан" хуçалăха ура çине тăратмалла пулать сирĕн. Мĕнрен пуçларăр.

-Чи малтан халăхпа курнăçрăмăр. Тĕллевсене палăртрăмăр. Пĕтĕм хăвата çĕр улми, выльăх апачĕ, тĕш тырă туса илес çĕре ярасшăн. Çавна май çĕнĕ техника, удобрени, хими препарачĕсем нумай кирлĕ пулаççĕ. Ăратлă выльăх çитĕнтерес тĕлĕшпе те ĕçлесшĕн. Хальлĕхе унта лашасемсĕр пуçне пĕр чĕр чун та çук. Çынсем унта ĕçчен, алă çывăрса яратпăрах пулĕ тетĕп. Хуçалăхăн парăмĕ те те çав териех пысăк мар. Пĕрле тăрăшсан- тĕв тунине пурнăçлатпăрах.

-Çĕнĕ çул умĕн фирма ĕçченĕсене мĕн сунатăр.

-Пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе хресченле ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, тăнăç пурнăç сунатăп. Килес çул та кăçалхи пек лайăх, пахалăхлă ĕçлесчĕ, пурнăçăмра тата та аванлатса пырасчĕ. Çакна пурнăçлама пирĕн пурте пур: вăй -хал та, малаллпа тапăнас хевте те.

Эпир те, "Хыпар" хаçатра ĕçлекенсем, Алманчă халăхне ăнăçу, ăнтăлу сунатпăр.

Сăмах май, Чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕ "Хыпар" 100 çул тултарас умĕн фирма ертỹçисем хастар ĕçлекен 3- çынна пысăк парне кỹнĕ- килес çулăн пĕрремĕш çурри валли "Хыпра" çырăнса панă. Маттур.



"Хыпар"
28 декабря 2005
00:00
Поделиться