Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Реформа ыйтусем çуратать

Районта черетлĕ Министрество кунĕ иртрĕ. Хальхинче пирĕн патăрта юстици министерствин представителĕсем пулчĕç. Малтанах республикăри юстици министрĕн çумĕ Л.Арзуманована, нотариус палатин президентне Е.Соколована, министерствăн регистраци службин управленийĕн начальникĕн çумне Н.Прокопьевана район пуçлăхĕ Н.Глухов йышăнчĕ. Унтан информаци кунне хутшăнакансем район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Р.Селивановпа тĕрлĕ учрежденисенче пулчĕç, халăхпа тĕл пулусем йĕркелерĕç.

Районта граждансен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса пама кирлĕ учрежденисем пур. Вĕсене халăх интересĕсене шута илсе пĕр çĕререх, автостанципе юнашарах вырнаçтарма тăрăшнă. Акă, регистраци палатинех илер. Вăл кỹршĕллĕ районсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене те туллин тивĕçтерсе тăрать. Нотариус кантурĕ унпа çул урлă çеç вырнаçнă. Кунти йĕрке те килĕшрĕ информаци кунне хутшăннисене. Кирлĕ документсене вăхăтра туса параççĕ специалистсем. Миравай судьясен ĕçĕ- хĕлĕпе те кăсăкланчĕç сумлă хăнасем, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç.

 Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн ларăвне хутшăнчĕç представительсем. Кунта шăпах ял тăрăхĕн 2006 çулта ĕçлемелли бюджетне, социаллă- экономикăллă аталану прогнозне пăхса тухатчĕç. Ку ыйтупа районти финанс пайĕн ĕçченĕ Г.Петрова паллаштарчĕ. 2006 çултан ял тăрăхĕсем çĕнĕлле ĕçлеме пуçлаççĕ. Вĕсен уставĕсене пăхса тухнă, регистрациленĕ. Бюджетпа вара шутламалăх пур. Çĕртен, пурлăхран кĕрекен укçа- тенкĕпе, пухăннă налуксемпе пурăнма çăмăл мар. Пулăшăвĕ районтан, республикăран кĕрĕ. Анчах пурăна киле хăйсене тытса тăма укçа- тенкине пуçтармаллах пулĕ. Çавна май бюджет йышăннă чухне депутатсен ыйтăвĕсем сиксе тухрĕçех. Шăпах вĕсем çине тулли хурав пама тăрăшрĕ республикăри юстици минситрĕн çумĕ Л.Арзуманова. Ял тăрăхĕсем çине сахал мар ĕç тиенет- çке. Тирпей- илемшĕн, çул- йĕрсемшĕн, култура ĕçĕ- хĕлĕшĕн тата ыттисемшĕн яваплă пулаççĕ вĕсем. Сăмах илнĕ май, Любовь Николаевна вырăнти хăй тытăмлăх реформи çинче тата та тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Пĕрле социаллă çăмăллăхсене монтетизацилессипе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Пухăва, депутатсемсĕр пуçне, ял тăрăхĕнче яваплă вырăнсенче ĕçлекен ертỹçĕсене те чĕннĕ. Вĕсен ыйтăвĕсене хуравлама тăрăшрĕç информаци кунне хутшăннисем.

Çак кунах Çĕньял ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕ иртрĕ. Унта хутшăнса информаци ушкăнĕн представителĕсем кирлĕ сĕнỹсем пачĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 декабря 2005
00:00
Поделиться