Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем "Хыпара" яланах хапăл

Кăрлачра 100 çул тултаракан хаçат Патăрьел районĕнче паянхи куна 900 экземпляр ытла çырăннă. Хальхи шайран чылай иртнĕ.

-Кашни çулах "Хыпар" хаçатпа унăн кăларăмĕсене хамăрăн библиотека валли çырăнса илетпĕр. Çитес çул та пулĕç вĕсем пирĕн. Студентсем хапăлласах вулаççĕ, унăн 100 çулхи юбилейне халалласа рефератсемпе курс ĕçĕсем те çыраççĕ,- терĕ ЧПУн Патăрьелти филиалĕн директорĕ Людмила Васильевна Лялина.

-Ял хуçалăх темипе çыракан çивĕч статья сахал мар тухать "Хыпарта",- пĕлтерет хăй шухăшне "Родина" ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи В.Ф.Синеев.- Хресчен пурнăçне малалла епле йĕркелесе ямалли çинчен çырнă проблемăллă статьясем татах та кĕтетпĕр. Патăрьел районĕнче пурĕ 28 вулавăш, вĕсенчен 7-шĕ- тĕслĕх библиотекăсем. Паянхи куна 21 библиотекăна "Хыпар" хаçат çырăнса панă.

Патăрьел районĕн тĕп библиотеки нумаях пулмасть хăйĕн 70-çулхи юбилейне паллă турĕ. Пĕрремĕш библиотекарьте Аслия Ахметова ĕçленĕ. Вăл çак библиотекăна йĕркелес тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. Каярахпа вара ятарлă пĕлỹ илнĕ Специалистсем- А.Федоськина, Н.Губанова, А.Уфукова, Е.Юлдашева вăй хунă, библиотека ĕçне малалла аталантарнă, фонда пуянлатнă. Халĕ библиотекăна Н.В.Исаева ертсе пырать.

Эпир пынă чухне библиотека залĕнче халăх шăпах "Хыпар" тата унăн кăларăмĕсене вуласа ларатчĕ. Пĕр учительница Н.В.Никольскипе реферат хатĕрлетчĕ.



"Хыпар"
22 декабря 2005
00:00
Поделиться