Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Таса шыв ыйтăвĕпе

Республика Президенчĕ таса шывпа тивĕçтерес ыйтупа çине тăрса ĕçлемелли пирки асăрхаттарсах тăрать. Районта та ку проблемăна татса парас тĕллевпе пикенсех тăрăшаççĕ. Нумай пулмасть çакăн пирки канашлу иртнĕ. Унта район пуçлăхĕ Н.Глухов, капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн представителĕсем, Патăрьел тата Çĕнĕ Ахпỹрт ял администраци пуçлăхĕсем, "Жилремстрой" тата "Спецстройкоммуникация" подрядчиксем хутшăннă.

Канашлура кăçал халăха шывпа тивĕçтерессипе тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. "Спецстройкоммуникация" подрядчик хальхи вăхăта 21 миллион тенкĕ усă курнă, вăл шута шыв пусăмне йĕркелекен станцине туни те, пăрăхсем хуни те кĕрет. Объекта çитес çул хута яма палăртнă.

Пахалăхлă шыва патăрьелсем Комаров урамĕнче, тĕп пульницан микрорайонĕнче, ача садне çỹрекенсем ĕçме тытăнĕç.

Канашлăва хутшăннисем станци патне газ çитнине пĕлтерчĕç, тасатакан сооружени лартас ыйтăва хускатрĕç.

Сăкăт ялĕнче шыв пăрăхĕсене вырнаçтарма пуçăннă, ăна пĕр çухрăм та 280 метр хунă. Кунта "Стройкоммуникация" тулли мар яваплă общество вăй хурать. Вĕсем çанталăк сивĕтнине пăхмасăр тăрăшаççĕ.

Сăкăтра "Таса шыв" программăна пурнăçа кĕртме федераллă бюджетран икĕ миллион тенкĕ уйăрнă.

Декабрь вĕçĕнче Татмăш ялне шывпа тивĕçтерессипе мĕн-мĕн пурнăçланине пăхма патшалăх комиссийĕ килмелле. Çавна май унти çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтермелли пирки те калаçу пулнă.



"Хыпар"
21 декабря 2005
00:00
Поделиться