Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçе вăхăтра туни паха

Район пуçлăхĕ Н.Глухов структура подразеделенийĕсен ертỹçисемпе черетлĕ канашлăва хĕл кунĕсенче çуртсене хутса ăшăтасси мĕнле пынине татса паракан ыйтуран пуçларĕ. Хальлĕхе 200 тонна турттарса хунă çĕр кăмрăкĕ пур. Ку енĕпе Николай Иванович яваплă çынсене10 кунлăх запаспа тăмаллине тепĕр хут каларĕ. Уйрăмах шкулсен, больницăсен, ача сачĕсен котельнăйĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Ку енĕпе нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем парăмра пулнине пĕлтерчĕ. Ăшă панăшăн вăхăтра татăлса пымаллине каларĕ.

 Раштав уйăхĕ те вĕçленсе пырать. Шкулсенче, культура учрежденийĕсенче Çĕнĕ çул елкисем çуталасси инçе юлмарĕ. Вĕсене йĕркеллĕ ирттерсе яма хатĕрленмелле. Пушар хăрушсăрлăхĕн првилисене пурнăçлассине тĕпе хумалла.

Районта çемье врачĕн тăватă офисĕ ĕçлет. Çывăх вăхăтра вĕсем Аслă Чемен тата Сăкăт ялĕсенче уçăлмалла.

Районти Культура çуртĕнче республикăра тухса тăракан "Хыпар" тата "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатсене çырăнтарассипе уяв каçĕ иртнĕ. Унта эстрада çăлтăрĕсем те хутшăннă.

Район делегацийĕ "Эпир- Чăвш Ен пуласлăхĕ" республикăри çамрăксен форумне хутшăннă.

Хĕрсен волейбол команди республика турнирĕнче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илсе "Урожай" кубокне тивĕçнĕ.

Районта ыр кăмăллăх марафонĕ пырать. Социаллă билетсене сутма пуçăннă.

 Çĕнĕ çул умĕн çурт умĕсене, витринăсене, предприятисемпе учрежденисене илемлетес тĕлĕшпе пуçарнă конкурс малалла пырать.

Ял поселенийĕсен бюджечĕсене йышăнаççĕ. Çавна май вĕсенче район администрацийĕсемпе пĕрле ĕçлессипе килĕшỹсем тăваççĕ.

19 ял поселенийĕнче те Уставсене пăхса тухнă, вĕсене регистрацилеме панă.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх- чĕрлĕхе йĕркеллĕ хĕл каçарассипе ĕçлеççĕ. Техникăна юсас çуракине хатĕрлеççĕ.

 Ыхра Çырминче çĕнĕ урама электрификацилесси вĕçленĕ. Çак ĕçе Кивĕ Ахпỹртре пуçăнмалла.

Канашлура ытти ыйтесене те çĕкленĕ. Вĕсене вăхăтра тата яваплăха туйса пурнăçламаллине палăртса хăварнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 декабря 2005
00:00
Поделиться