Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем- маттур!

 Район çыннисем "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата пĕр каçрах 79 экземпляр çырăнчĕç.

Çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче вулакансемпе курнăçни, тĕл пулса калаçни пысăк ăнăçу кỹнине "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат ĕçченĕсем хăйсем курса ĕненчĕç. Çак кунсенче вĕсем Патăрьел тăрăхĕнче хаçатăн виççĕмĕш уявне ирттерчĕç. Уяв вăхăтĕнчех вырăнти çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем çитес çулăн пĕрремĕш çурри валли "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата çырăнтарчĕç. Каярахпа вара çырăнакансен хушшинче лоторея вылявĕ иртрĕ. Чи хаклă парне карас телефонĕ пулнине маларах пĕлтернĕрен ентешĕмĕрсем канăçне çухатрĕç темелле. Сумлă парнеллĕ пулас тесен "Чăваш хĕрарăмĕн" пĕрре кăна мар темиçе экземпляр çырăнмалли те шиклентермерĕ Патăрьелсене. Тăванĕ- пĕтенĕсене, кỹрши- аршине, пĕлĕшĕсене çырăнса пачĕç чăваш хастарĕсем. Акă А.П.Сорокина почтальонка аппăшĕ- йăмăкĕсене, пĕлĕшĕсене "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатлă турĕ, çичĕ экземпляр çырăнчĕ. Тăрăшулăхне кура карас телефонне тивĕçрĕ вăл. Савăнăçне пытараймасăр Альбина Петровна: "Çырăнтару кампанийĕ вĕçлениччен "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата тепĕр çĕр экземпляр çырăнтаратпăрах",- терĕ шантарса. Сăмах май каласан, районти культура пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А.А.Бабаев "Чăваш хĕрарăмне" ултă экçемпляр, Ю.П.Орлова сутуçă пилĕк экземпляр çырăнчĕç. Район администраци пуçлăхĕ Н.И.Глухов, район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.В.Селиванов, райпо председателĕ П.А.Перепелкин, районти культура пайĕн пуçлăхĕ А.Н.Марков, Патăрьелĕнче "Юхма" пасар директорĕ Г.И.Афанасьев та "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата мăшăрĕсем, хунямăшĕсем валли çырăнчĕç. Николай Иванович Глухов вара "Хыпар" хаçата та çырăнчĕ.

Паллах, уяв тени юрă- кĕвĕсĕр иртместех. Чăваш эстрада "çăлтăрĕсене" залри халăх тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. Лариса Васильева, Олег Кăйкăр, Роза Степанова, Владимир Леонтьев юрăçсем Патăреьлсене хăйсен уçă сассипе тыткăнларĕç. Альбина Юрату сăвăç та ентешĕсене халалласа сăвă хыççăн сăвă янăратрĕ.

Уявăн пархатарне вара çырăнтару тăрăх хакламалла. Патăрьелсем пĕр каçрах "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата 79 экземпляр çырăнчĕç. Танлаштарма çакна та палăртса хăварам: кăçалхи икĕĕмĕш çур çулта асăннă тăрăхра "Чăваш хĕрарăмĕ" 344 киле саланнă. Паянхи кун тĕлне вара çитес çулхи çур çуллăха çак кăларăма Патăръелсем 502 экземпляр çырăннă.

Çакна та асăнма кăмăллă: районти çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсем те (пуçлăхран пуçласа почтальон таранах) "Чăваш хĕрарăмне" çырăнса илчĕç.

Уява йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн район администраци пуçлăхне Н.Глухова, район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне Р.В.Селиванова, райпо председательне П.А.Перепелкина, районти культура пайĕн пуçлăхне А.Н.Маркова, районти çыхăну уйрăмĕн пуçлăхне С.В.Рубцовăна, "Юхма" пасар директорне Г.И.Афанасьева, "Агротехснаб" ООО предприяти директорне Р.А.Абдулвалеева чун-чĕререн тав тăватпăр, ĕçре ỹсĕм, çирĕп сывлăх сунатпăр.



"Хыпар"
17 декабря 2005
00:00
Поделиться