Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Интернат пулăшу кĕтет

Район центрĕнче тĕксĕмрех те çулсерен кивелсе пыракан, анчах архитектура хитрелĕхĕпе мăнăçлăн ларакан çурт умĕнчен хумханмасăр иртсе каяймастăмччĕ. "Интернат шкул" сăмах чĕрере хурлăхлă туйăм çуратать. Кунта кĕрсе йывăр шăпаллă ачасене çупăрласа ачашлас килетчĕ.

Çỹлерех асăннă шкул 1960 çулта уçăлнă, маларах кунта ача çурчĕ, педучилище пулнă. 1993 çултанпа интернат вĕренỹре ĕлкĕрсе пырайман ачасемпе ĕçлет. 125-ĕн вĕсем, 44-шĕ тăлăх, кунсерен вĕренеççĕ, выляççĕ, ĕçлеççĕ, хăтлă столовăйра апатланаççĕ. 40-е яхăн вĕрентекенпе воспитатель ачасемшĕн чăннипех тăрăшаççĕ. Уроксене çĕнĕ меслетсемпе усă курса ирттереççĕ, час- часах экскурсисене çỹреççĕ. Ытти шкулти пекех тĕрлĕрен кружок ĕçлет, предмет эрнисем, ăмăртусем, конкурссем, концертсем, дискотекăсем пулаççĕ. Чăвашлăх историйĕ, культури- вĕрентỹпе воспитани тĕп пайĕ.

Интернатра вĕренекенсем, ĕçлекенсем 30 гектар çинче çĕр улми, кишĕр, ытти пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, теплицăра çулталăк тăршшĕпех симĕс сухан, хăяр, чечек ỹстереççĕ. Аш-какайне, сĕтне те хăйсемех туса илеççĕ. 2004 çулта интернат "Чи лайăх хушма хуçăлăх" конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă, компьютер илме тивĕçлĕ пулнă. Ял хуçалăх ĕçĕсемсĕр пуçне çĕвĕç, сутуçă, повар, столяр пулма та хăнăхтараççĕ кунта. Хĕрачасем алса- чăлха, чĕнтĕр çыхма вĕренеççĕ, тĕрĕ тĕрлеççĕ.

Асăннă ĕçсене пурнăçлама, паллах, патшалăх укçа- тенкĕпе тивĕçтерет. Анчах ку çителĕксĕр. Хаксем ỹсеççĕ, çĕр ĕçне туса пыма çулсерен йывăрланать. Кунти воспитанниксем çемьери ачасенчен каях мар тумланасшăн, çынсем панă кивĕ япалана тиркеççĕ. Вĕренмелли корпус та, 75 çул каялла йывăçран тунăскер, кивелсе çитрĕ. Çак сăлтава пула интерната хупас хăрушлăх пур. Вара ачасене ытти учреждение ăсатма пултараççĕ. Чылай ашшĕ- амăшĕ ывăл- хĕрне инçетри районсене кайса курма, каникула илсе килсе леçсе яма укçа- тенкĕ тупаймĕ. Хальлĕхе кунта 9 район ачи вĕренет. Ытларах- Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă тата Тăвай енчен килнисем.

Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи интерната шкул 45 çул тултарнă май "Уçă алăк" кунне ирттерет. Шкул администрацийĕ тата попечительсен канашĕ çакăнтан вĕренсе тухнисене, тĕрлĕрен предприятипе организаци ертỹçисене, шкул директорĕсене, хĕрарăмсен канашĕсене унта хутшăнма чĕнет.

Интернат шкул йышĕ пулăшу парас, килсе курас текен хăнасене хапăл туса кĕтсе илĕ, ачасем пултарулăх концерчĕпе савăнтарĕç.



"Хыпар"
14 декабря 2005
00:00
Поделиться